Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫар ҫыннисем- каччăсем салам каланă

Районти делегаци Украинӑра ятарлă операцие хутшӑнакан ҫар çыннисем патӗнче пулса таврăнчӗ

«Хальхинче ҫар ҫыннисене гуманитари пулӑшӑвне ăсатассине районӑн пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа районти предпринимательсем хӑйсем ҫине илчӗç. Аса илтеретпӗр, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем ку таранччен ятарлă операцие хутшӑнакансем патӗнче пӗрре кӑна мар пулчӗç.

Гуманитари пулӑшӑвӗпе чи пирвайхи черетре апат-ҫимӗҫ, йӑлари таварсем, медикаментсем, ӑшӑ тумтирсем тата ытти кирлӗ пулнă япаласем хатӗрлерӗҫ. Ҫавӑн пекех, ҫар ҫыннисене ӑшӑ сунăмсем ҫырнӑ ҫырусем те пулчӗç. Пулӑшу пухассинче районти организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем, предпринимательсем, «Цильна» обществăн директорӗ Барис Гафуров, хресчен-фермер ертӳçи Равиль Бикчуров,  шкулсем, ача сачӗсем, сӳрӗк пулман Çӗпрелӗн ҫыннисем пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗç.  Ырӑ ӗҫ тӑвакансене пурне те пысӑк тав.

Гуманитари грузне икӗ машина ҫине тиесе ҫар ҫыннисем патне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, предпринимательсем Ринат Бикмухамедов, Виктор Марков, шоферсем Айрат Хасанов, Валерий Кудряшов, Александр Павлов кайрӗҫ. Вӗсем интернетра та хӑйсен аккаунчӗсенче тӗрлӗ видеосем вырнаçтарчӗç. Унта командирсем те, пирӗн каччăсем те Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансене тав тӑваҫҫӗ, саламлаҫҫӗ.

Эпир район пуҫлӑхне Марат Гафарова тӗлпулу ҫинчен каласа пама ыйтрӑмӑр.

– Пирӗн каччăсем –пирӗннисем ӗнтӗ вӗсем  – ӳпкелешме пӗлмеҫҫӗ, хӑйсен сӑн-пичӗсем ҫинче йывӑрлӑха кăтартмаççӗ, мӑнаçланатпăр çавăн пек каччăсемпе те, вӗсене ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсемпе те, – терӗ вӑл.

– Ҫимелли-ӗҫмелли, пурӑнмалли условисем пирки те ӳпкелешмерӗç. Паллах, вак-тӗвек ыйтусем пулчӗç. Чи тӗлӗнмелли – каччăсем хӑйсем ҫинчен мар, кунта, лӑпкӑ лару-тӑрура пурӑнакан хӑйсен ҫемйисемшӗн пăшăрханаççӗ. Паллах, питӗ савӑнчӗç. Вӗсем те, эпир те, часах тăван енӗмӗрте курнӑҫасса шанса, пӗр-пӗринчен уйрӑлтӑмӑр.

Ринат Бикмухамедов:

– Эпӗ иккӗмӗш хут гуманитари грузне çав таврана илсе ҫитеретӗп. Унта аркану, ишӗлчӗк. Нумай ҫул хушши Украина неонацисчӗсем Луганскпа Донецк Республикисен халăхне пурӑнма памарӗç вӗт. Ишӗлнӗ, пӑрахса хăварнă кил-ҫуртсене курма питӗ хăрушă. Питӗ йывӑр условисем пулни те куç умӗнче – снарядсем ҫурӑлни илтӗнет. Паллах, тӗлпулу кăмăллă пулчӗ. Каччăсем те кӑмӑллӑ  иртрӗ, тӗл пулнӑшӑн эпир те савӑнтӑмӑр. Тӗнче тăнăçлантăрччӗ ӗнтӗ!

Темăна малалла тăсса

Районта «гуманитарка» хатӗрленисӗр пуҫне, мобилизациленнисен ҫемйисене тӗрлӗ пулӑшу парас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенчен кашнинпех тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, ыйтăвыӗсене йышăнаççӗ, пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, пирӗн ҫар ҫыннисем валли ӑшӑ тумтирсемпе куллен кирлӗ япаласем пухасси те малалла пырать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев