Ҫар ҫыннипе тӗл пулни
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫула Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗ. Кӑҫал, çаплах, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунăранпа 80 ҫул ҫитнине палăртса ирттерӗпӗр.
Ҫак пулăмсен шайӗнче Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкне уҫма старт пачӗç. Унта вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, юнармеецсем хутшӑнчӗç.
Мероприятире Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан, ҫак шкулта пӗлӳ илнӗ пирӗн ял ҫынни Леонид Кашкаров хутшӑнчӗ.
Леонид кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннăччӗ. Тӗлпулура вăл çитӗнекен ӑрӑва Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен паттӑрлӑхӗ тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çар çыннисен кулленхи пурнӑҫӗ ҫинчен калаçрӗ. Леонид вара хӑй танкăн механик-водителӗ.
Вӗренекенсен ыйтӑвӗсем ҫине те Леонид кăмăлтан хуравларӗ, шкул ачисем янӑ ҫырусем ăс-хакăл енчен пулӑшнине палӑртрӗ.
— Эсир çырса янă çырусем пирӗн чуна пырса тивеççӗ, вӑй хушаççӗ, ыранхи куна шанăç параççӗ. Пушă вăхăтсенче вӗсене темиçе хутчен те вуласа тухатпăр. Чунтанах тав тăватпăр! — терӗ вӑл.
Тӗлпулу ӑшӑ та туслă лару-тӑрура иртрӗ, ҫӗршывшӑн мăнаçланас туйăма тата та çирӗплетрӗ, чӑн-чӑн геройсем юнашар пурӑннине кӑтартрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев