Ҫар хатӗрлӗхӗн никӗсне 60 яхӑн  каччă вӗренет
Хыпарсем

Ҫар хатӗрлӗхӗн никӗсне 60 яхӑн  каччă вӗренет

Вӗренекенсем çар вӗренӗвӗнче

Майӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа районти шкулсенче пӗлӳ илекен 10-мӗш классенче вӗренекенсемпе техникумăн студенчӗсен ҫарпа вӗренӳ пухӑвӗ пуҫланчӗ. Вăл майӑн 26-мӗшӗччен пычӗ.

Пухăва, йӑлана кӗнӗ тăрăх, Анат Чакăри вӑрман уҫланкинче вырнаҫнӑ «Чайка» сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьте йӗркеленӗ. Ирттерессин тӗллевӗ  – çул çитмен çамрăксене ҫар службинче кирлӗ пулакан психологи тата физкультура  пахалăхӗсене йӗркелесси, патриотизм туйăмӗпе воспитани парасси, Раççейӗн историне, культурине тата хӗҫ-пӑшаллă вӑйӗсене хисеплеме вӗрентесси. Мероприятие ирттерессине правительство постановленийӗпе палӑртнӑ, вӑл мӗнпур шкулшӑн та обязательнăй пулса шутланать.

Пухусем вăхăтӗнче вуннӑмӗш класра вӗренекенсем  хăйсене ӳт-пӳ енчен хатӗрлӗхлӗ пулас, автомата сӳтсе-пухас тата уйрăм сыхлану хатӗрӗсене тăхăнас ăсталăхӗсене, ретре çӳреме, тавралӑх ориентацин вăртăнлăхӗсене пӗлме, чи пахи – чӑн-чӑн туслӑха тата шанчӑклӑ юлташăн пулӑшӑвне туйма вӗренӗҫ.

Тутарстан Республикин Пăва тата Çӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Рамиль Замалетдинов:

– Кашни арҫын хӑйӗн Тӑван çӗршывне, хӑйӗн ҫемйине тата ҫывӑх ҫыннисене хӳтӗлеме, сыхлама тивӗçлӗ. Ҫарпа вӗренӳ пухăвӗсем – вăл ҫар пурнӑҫӗн пӗр саманчӗ. Ҫак кунсем каччăсене  дисциплинӑллă пулма, хăйсен тӗллӗн тата ҫав вӑхӑтрах коллективра пурӑнма вӗрентеççӗ.

Ҫарпа вӗренӳ пухӑвӗн пӗрремӗш кунӗнчех каччăсем ГТО нормативӗсене пачӗç.


Нет комментариев