Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Апрелӗн 22-мӗшӗ – ҫӑлкуҫсен кунӗ

Çăлкуç хуралӗнче Мӗн авалтанпах ҫынсем ҫав кун ҫӑлкуҫсене тасатнӑ.

Ҫӑлкуҫӗсенчен шыв илекенсем халӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн ҫынсене панӑ ҫак илемлӗх, илемлӗх символӗ пулса юлнă пек кăна туйӑнать. Хӑш-пӗр ялсенче тасатакан ҫуккипе, ҫав ҫӑлкуҫсем ҫухалчӗç. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Абдулхарис Алимов вара хӑйӗн аслашшӗ-ашшӗ шыв ӗҫнӗ ҫӑлкуҫа ҫӗнетес тесе тăрăшса çӳрерӗ. Аслă çулсенче пулсан та, вӑл паян та ҫӑлкуҫӗпе унӑн территорине кирлӗ шайра тасатма пӗтӗм вӑйне хурать. Ӗҫ коллективӗсен ертӳҫисемпе тата пӗлӳ паракан учрежденисен директорӗсемпе ҫыхӑну тытать, ҫӑлкуҫ тавра ӳсекен тӗмсене шӑварассине, тавралӑха тасатассине йӗркелет. Ку вӗт ҫамрӑксене патриотизмла воспитани пани те, кӗçӗн Тӑван ҫӗршыва, пурăнакан вырăнăн ҫутҫанталӑкне юратма вӗрентни те! Абдулхарис Алимов Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗре-некенсемпе пӗрле ҫӑлкуҫ умне 50 тӗп чӑрӑшпа хыр хунавӗсем лартрӗ.

– Пӗлтӗр лартнисенчен хӑшӗ-пӗрисем хута каяймарӗç, вӗсене те ҫӗнетрӗмӗр. Çырмапа юнашар пулсан та, тымарсене нӳр ҫитмест. Шыв сапассине тӑтӑшах йӗркелеме тӳрӗ килет, – тет ӗҫ ветеранӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев