Апрелĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ
Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я.Яковлев çуралнă.
Иван Яковлевич Яковлев — чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӳҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература хаклавҫи, хаҫат тата журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ.
Çавӑн пекех вӑл ют чӗлхерен чӑваш чӗлхине нумай кӗнеке куҫарнӑ. И. Я. Яковлев ҫырнӑ илемлӗ хайлавсем мӗн пӗчӗкрен ачасене ашшӗ-амӑшне, ваттисене хисеплеме, юратма, тимлӗх уйӑрма вӗрентеҫҫӗ.
Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир — чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать.
Тăван чĕлхепе усă курса эпир пĕлӳ пухатпăр, хамăр ăc-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, кăмăл-туйăма палăртатпăр. Тăван чĕлхе пурне те тăванлăх, пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кӳтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ӳссех пытăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев