Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Апрель уйӑхӗнчи пахча ӗҫӗсем

Канашсем

Ҫуркуннен иккӗмӗш уйӑхӗ пахчаçăсемшӗн чи йывӑр тапхӑр шутланать.
Кишӗр ӳстермелли вăрттăнлăхсем

Кишӗр ӳстересси мӗн вӑл? Акрăн, сайратрăн, кăларса илтӗн... Анчах хӑш чухне ҫав ахаль кишӗре те тивӗҫлипе ӳстерме май килмест. Е тивӗçлипе шăтса тухмасть, е вӗтӗ, е кукӑр-макӑр пулса ӳсет...

Тислӗк кирлӗ мар

Кишӗр тикӗс, вӑрӑм, хулӑн пултӑр тесен, йӑран ҫине тислӗк ан кӗртӗр. Иртнӗ çулхи тислӗке те юратмасть вӑл. Тислӗклӗ ҫӗр ҫинче кишӗр кукӑр-макăр пулса ӳсет. Кӑпӑшка тӑпрана юратать. Тӑпрана хӑйӑр, торф тата çӗре пуçланă пӑчкӑ кӗрпи (тин ҫеҫ пӑчкӑ кӗрпи тăкма та юрамасть) кӗртсен авантарах.

Хӗвеле юратать

Ӑна решетке çумне, мӗлке ир ӳкнӗ ҫӗре ан лартӑр. Кишӗр хӗвеле питӗ юратать, ун ҫине кунӗпех хӗвел пӑхакан вырăнлă ҫӗр кирлӗ.

Акмалли вӑхӑт

Кишӗр вӑрри питӗ вӑрах шăтать. Ҫуркунне, тӑпрара нӳр пур чухне аксан авантарах, шӑвармасан та пулать, çиелтен лейкăпа сапсан шыв тăпрана хытарать. Тата çакă та пур, ытла ир акнӑ кишӗре маларах кăларса илме пулать. Ҫу пуҫламӑшӗнче акнă кишӗре хӗллене упрама хурсан лайӑхрах.

Шыва чухласа кăна

Кишӗре ытлашши нӳр кирлӗ мар. Нумай шыв сапсан, унӑн «сухал» ӳсет. Нӳрӗ шыраса хăй тарӑнрах анать, яка та тӳрӗ пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та виҫеллӗ кăна шӑварӑр.

Сайратни

Кишӗр вӑрри вӗтӗ пулнăран, ӑна сайра лартмалла. Ҫавӑнпа та икӗ хут сайратмалла пулать. Сайратмасан вăл вакă пулса ӳсет. Пӗрремӗш хутне шăтса тухса ӳсме тытӑнсан, иккӗмӗшне — кишӗр пӗчӗк пӳрне тăршшӗ ӳссен сайратмалла. Пӗр-пӗринчен 4-5 см хӑварсан ҫителӗклӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев