Апрель — Габдулла Тукая парнеленӗ уйăх
Тăван чӗлхе
Тутар халăхӗн паллă поэчӗ ҫак уйӑхра ҫуралнӑ, ҫак уйӑхра вилнӗ. Çулсерен Тутарстанра апрелӗн 15-мӗшӗнче Тукайăн çуралнă кунне палăртса ирттереççӗ. Апрелӗн 26-мӗшӗнче Габдулла Тукай ҫуралнӑранпа 139 ҫул çитрӗ.
Паллă поэт нумаях пурӑнайман — пурӗ 27 ҫул ҫеҫ, анчах пире пуян культура еткерлӗхӗ хӑварнă. «Тӑван чӗлхене мансан, чунна ҫухататӑн...» — тесе ҫырнӑ вӑл. Габдулла Тукай ҫуралнӑ кун — поэзи уявӗ тата Тӑван чӗлхе кунӗ те.
Ҫак куна халалланӑ, библиотекарьсен вӑйӗпе хатӗрленӗ литературӑпа культура мероприятийӗ районти Культура çуртӗнче иртрӗ. Мероприяти районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи Поэтсен аллейинчен пуҫланчӗ. Кунта литературăна кăмăллакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ.
— Габдулла Тукай хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнче тӗлӗнмелле произведенисем ҫырма ӗлкӗрнӗ, хӑйӗн Тӑван çӗршывне, чӗлхине, ҫутҫанталӑкне мухтанă. Сӑввисем урлӑ поэт хӑйӗн нацине чунтан парӑннине палӑртать.
Тукай произведенийӗсем урлӑ паян кунчченех миҫе ӑру ӳснӗ. Паллă поэтăн юмахӗсене асаннесемпе асаттесем, атте-аннесем вуланă, вӗреннӗ, хальхи ӑру та вӗренет. Пирӗн тӑван чӗлхене манмалла мар, вӑл-ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан реликви, — терӗ Айрат Залялов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев