Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Апат нумай пулсан, сӗт те нумайланать

Кӑҫалхи хӗле районти выльӑх пӑхакансем выльăх апатне туллин хатӗрлесе кӗнӗ. Анчах та, «Цильна» тата «Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирмăн хăш-пӗр филиалӗсемсӗр пуҫне, ыттисенче сӗт суса илнин  кӑтартăвӗсем пӗчӗк

Паян ялта

Ял хуçалăхӗн выльӑх-чӗрлӗх енӗпе тӗп специалисчӗ Айваз Абязов каланӑ тӑрӑх, çулла кашни условнăй мăйракаллă шултра выльăх валли 23 центнер вырӑнне 32 центнер шутӗнчен сӗтеклӗ тата хытă апат хатӗрленӗ. Фуражӗ  те çителӗклӗ. Анчах, выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илнӗ çӗрте тӗп роль çын факторне тӳрӗ килет.

Паянхи кун тӗлне сӗт туса илекен фермăсенчи 4600 пуç, сăвакан ӗнерен кашнийӗнчен вăтамран 13,7 килограмм сӗт туса илсе, выльӑх пӑхакансем республикӑра 24 (!) вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Йышăнакан пунктсене 63,1 тонна пысӑк пахалӑхлӑ продукци параççӗ. Тутарстан Республикинче кашни ӗнерен сунă сӗт вăтамран 16,5 килограма тӳрӗ килет.

 

Малта пыракансем

 

«Цильна» обществин дояркисем сӗт туса илес енӗпе çирӗп ӗçлеççӗ. Вӗсенче кашни ӗнерен пысăк çулăхлă 24 килограмм сӗт сăваççӗ. Кунсерен 96 процент таварлăхӗпе 20 тонна 730 килограмм сӗт сутаççӗ. Паллах, коллективра ӗҫ дисциплини, выльӑх-чӗрлӗх рационне микро тата макро хушнипе туллилентерсе çитерни, ӗне сăвакансем  хушшинче мораль тата пурлăх енчен интересленмелли мерӑсемпе усӑ курни продукци туса илессине ӳстерме витӗм парать.

«Ак Барс-Ҫӗпрел» агро-фирмăна пăхăнса тăракан Ҫӗнӗ Йӗлмел филиалӗнче те сăвăм ӗнесенчен нумай тата пысăк пахалăхлă продукци илнӗ çӗрте кăтартуллă ӗçлеççӗ.

 Пӗр ӗнерен 20,5 килограмм сӗт сунă коллектив талăксерен патшалӑха  4 тонна 336 килограмм базис нормăри çулăхлă, пысăк пахалăхлă сӗт парать. Ку иртнӗ çулхи кӑтартуран 300 килограма яхăн ытларах. Хулаçырми тата Тутар Паснапуç филиалӗсенче вăй хуракан ӗне сăвакансен хастар  ӗçӗ те мухтава тивӗҫлӗ.

Çителӗклӗ шайра мар

Саплăк, Ҫӗнӗ Упи тата Анат Хураката филиалӗсенче сӗт суса илес енӗпе ӗç-хӗл кăмăллах мар. Хăçан-тăр çирӗп ӗçлесе тăракан «Эталон-Агро» обществи те сӗт туса илес енӗпе, çаплах, кая юлнă. Айваз Абязов сӗт кăтартăвӗсене ӳстерме майсем пулни çинчен калать.

– Пирвайхи черетре апатлантармалли технологие тивӗçлӗ шайра пурнăçламалла, – тет вăл. – Кашни ӗнене пӗрер килограмм шутӗнчен кукуруза, пиçнӗ тулӑ, хӗвелҫаврӑнӑшăн тата рапс çăвӗн юлашкине памалла, –  тет специалист.

Кӗрхи кунсенче траншейӑсене хывнӑ сенажсене 16 кӑтарту енӗпе анализа парса кашни траншейӑн паспортне те тунӑ пулнă. Халӗ ҫавăнтан тухса вырăнсенче балансланă рацион тумалла. Хӗл каҫарнă вăхăтра выльӑхсен продуктивлăхне ӳстернӗ çӗрте çакăн пек рационăн витӗмӗ пысăк пулассине аса илтерчӗ Айваз Абязов.

Ӗнесем пăруламалли тапхăр

Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче тата тӗп ыйту – ку вăл ҫамрӑк пăрусене ырă-сывă сыхласа ӳстересси.

Ӗнесем пăруланин тӗп пайӗ, яланхилле, ҫулталăкăн пӗрремӗш кварталне тӳрӗ килет.

Ҫак тапхăрта икӗ пине яхӑн ҫамрӑк пăру кӗтетпӗр. Ку çулталăкри çамрăк пӑрусем илнин шучӗн 40 проценчӗ тесе калама пулать. Ӗнесене пăрулаттарма хатӗрлени тата ун хыççăнхи зооветеринари мероприятийӗсем çине тимлӗх парсан кăна çамрăк пăрусем ӳсессине тивӗçтерме пулать, – тет выльăх-чӗрлӗх енӗпе  тӗп специалист.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев