Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аннесем — чечексем

Петр Мулеев

Чечексем хирте папкине
Уçаççĕ хитре çеçкине.
Вĕсене симĕс çуркуннен,
Ăшă çилӗ силлет енне-енне.

Чечек хирте хитре,
Пурнăç куç умĕнче.
Эпĕ ача — çумра анне,
Çуратнă пире тĕнчене.

Чечек хирте кăвакки,
Çупăрланă кăкăр çумне.
Эпĕ астăвап, анне,
Санăн кăкăр ăшшине.

Чечек хирте сарри,
Асра пуçран лăпкани.
Анне сĕтел хушшинче
Саспалли çырма вĕрентни.

Чечек хирте шурри,
Шурă юр илемĕпе.
Эсĕ, анне, ĕмĕрĕпе
Тăкан ачусемшĕн куççульне.

Чечек хирте хăмăрри,
Анне — çурт ăшши.
Эсĕ килте чухне,
Сивĕ тулта — «ăшă» пӳртре.

Чечек хирте хĕрли,
Анне ырă кăмăлĕпе
«Сĕткен» парать ачисене,
Çитĕнтерет «вăррисене».

Чечек тăкать хирте
«Çилпе» шаннă çеçкине.
Ăсатать салтака ывăлне,
Пытарать шывланнă куçне.

Ӳксе пĕтсен çеçкесем,
Ачашласа çумри хĕрне
Ирĕк парать ют киле,
Пехилесе ярать мăшăрĕпе.

Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем
Эсир пурте аннесем.
Пултăр. Тăкăнĕç çеçкесем,
Пурӗпĕр эсир чи хитрисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев