Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Анне – пурнӑҫ паракан, пуринчен те хаклӑ ҫын

Ноябрӗн юлашки вырсарникунӗ – пирӗн хаклӑран та хаклӑ аннемӗрсене – хамӑра пурнӑҫ парнеленӗ чи ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чун-чӗререн юратнине тата хисепленине ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем каласа палӑртма май туса паракан уяв – Анне кунӗ

Актуаллă калаçу

Нумай ачаллӑ амӑшӗ пулма йывӑр-и? Пурне те мӗнле ӗлкӗрмелле тата вăй-хăват ӑҫтан илмелле? Кун ҫинчен пилӗк ача амӑшӗ, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Олеся Хемницер каласа парать.

– Олеся, ҫамрӑк пулин те, ҫемьере эсир пилӗк ача пӑхса ӳстеретӗр. Нумай ачаллӑ анне пулнин туйăмӗ мăнле вăл?

– Нумай ачаллӑ анне пулни – пысӑк телей. Ачасем – манӑн пӗтӗм пурнӑҫăм.

– Эсир нумай ачаллă анне пуласси пирки ӗмӗтленнӗ-и? Е ку хӑйне хӑех ҫавӑн пек пулса тухрӗ-и?

– Эпӗ хам нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнмен. Анчах эпӗ ӗлӗк те ачасене питӗ юрататтăм, хамӑн ачасем пулсан вӗсене юратасси ӳссе кӑна пычӗ. Манӑн мăшăрăм та ачасене юратать. Вӑл ырламан пулсан, паллах, пилӗк ача ҫуратман пулăттăм.

– Эсир хӑвӑрăн ачӑрсен ячӗсене каласамăрччӗ, вӗсем миҫе ҫулта тата мӗнпе интересленме юратаҫҫӗ?

– Асли, Николай – 14 ҫулта. Хастар спорт тӗсӗсен: футбол тата йӗлтӗр ăмăртăвӗсене юратать, интересленет. Анастасия  11 çулта, вăл пирӗн тӑрӑшсах ӳкерчӗксем тăвать, искусство ăсти. Елена 8 ҫулта, унӑн чӑн-чӑн мӗн енӗпе те пулсан интересленесси ҫук-ха, анчах та юлашки вӑхӑтра эпир вӑл хутсенчен мӗн ăсталанине  яланах сӑнаса тӑратпӑр. Чи кӗҫӗннисем – Милана 3 ҫулта, Камиллана – 1 ҫул ытларах, выляма, ташлама юратаҫҫӗ. Вӗсене халӗ шкулта та тӗрлӗ профессисене вӗрентеҫҫӗ вӗт, кӗҫӗннисем ача садне ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑн пекех унта тӗрлӗ хăнăхусем илеҫҫӗ.

Реклама

– Нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнтернӗ ачасем пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшаҫҫӗ теҫҫӗ... Сирӗн ачӑрсенче ҫавӑн пек лайӑх енсем пуррине туятӑр-и?

– Кун пек уйрăммăн илсе кăтартма пултараймастӑп. Ачасем пурте ҫавӑн пек пулӗ тетӗп. Ваттисен сӑмахӗ те: «Чун туртмасть пулсан, юн туртать», – тени пур. Пӗр атте-аннерен çуралнă пулсан, ачисем пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшасси генсенчен пуҫланать пуль ӗнтӗ. Пирӗн ачасем те, кашни тӑван пекех, пӗри йӗрсен тепри лӑплантарать, эпир пылак çимӗçсене те пурин валли те пӗр пек илме тăрăшатпăр. Апла пулсан та, пӗр-пӗринпе пайласа çиеççӗ. Характерӗсем вара, паллах, тӗрлӗрен. Ҫулӗсене те пăхать пулӗ ӗнтӗ – аслисен хӑйсен интересӗсем, пӗчӗккисен – хӑйсен.

– Ачасем пулӑшаҫҫӗ-и сире?

– Паллах. Пирӗн кашнин хӑйӗн ӗҫӗ. Хӗрсем савӑт-сапа ҫӑваҫҫӗ, пӳрте тирпейлеме пулӑшаҫҫӗ. Ывӑлӗ ашшӗ çумӗнче ӗнтӗ.

– Аннесене мӗн суннă пулăттăр эсир?

– Ачашăн ашшӗ-амăшӗнчен те хаклăрах çын ҫук. Чи малтан хамăра, хамăрăн чӗрене, ачана итлемелле тесе калас килет. Ача миçе çулта пулнине пăхмасăр, ăна личность пулнă май йышăнни те пӗлтерӗшлӗ. Паллах ӗнтӗ, кашни аннене анне пулас телей суннă пулăттăм.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев