Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Анне кунне халалласа

Сăвă йӗркисем

Кашни çыншăн çĕр çинче чи хакли — анне. Аннесĕр пурнăç кичем, çутă мар. Çавăнпа та атте-аннене, çывăх тăвансене хисеплесе пурăнасчĕ, вăхăтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихăçан та кӳрентерес марччĕ.

Анне чӗлхи

Александр Савельев-Сас
Ҫӑлтӑрсен вӑййи-кулли
Илӗртет пире.
Сар хӗвел тӗнче тулли,
Анне ҫеҫ пӗрре.

Ӑш сӑмах — чӗре сури,
Куншӑн тав турра.
Куҫҫӳль мар, анне юрри
Юхтӑр таврара.

Тăван анне

Вăрăм Палюк
Тăван анне пурне те çывăх,
Пĕр пек савать пур ачине.
Анне, пул эсĕ ĕмĕр сывă,
Пăхатăн ăшшăн ман çине.

Анне, тăван анне, аннеçĕм,
Санпа пуян çак çут тĕнче.
Ĕçрен те ӳркенместĕн эсĕ,
Шел, халĕ пирĕнтен инçе.

Анне вăл ырă та илемлĕ,
Пурин валли те — ун ăшши.
Анне пулсан кун-çул хĕвеллĕ,
Ун пек çын урăх тупăр-ши?

Анне, тăван анне, аннеçĕм,
Санпа пуян çак çут тĕнче.
Сан куçусем вутла çиçеççĕ,
Паян юрлам-и сан çинчен?

Тăван анне пурне те çывăх,
Пĕр пек савать пур ачине.
Ӳсет сан темиçе хĕр-ывăл,
Кашни мухтать хăй амăшне.

Анне

Николай Еллин
Çутă сăнар вăл анне, 
Юратать савса пире.
Парнелет хăй ăшшине,
Савăнса тапать чĕре.

Кил ăшши пирĕн анне,
Тирпейпе илем килте.
Канаш парать аттене,
Аннене итлет атте.

Анне пирĕншĕн телей,
Вăл пурри — çутă тивлет.
Яланах анне пĕрле,
Ăнланать пире, шеллет.

Кил ăшши, кил вучахĕ анне,
Çемьене ырлăх вăл кӳрет.
Шеллемест вăй-халне те ăсне,
Пирĕншĕн тăрăшать, ӳркенмест.

Килĕм-çуртăм тирпейлĕ, таса,
Анне пур-тĕк кил вучахĕ сӳнмест.
Аненне чĕререн мухтаса,
Тав сăмахĕ калассăм килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев