Анне чӗри
Калав
Кушакки «мяу-мяу!» макӑрнипе вӑранчӗ Наҫтук. Ытла аван ҫывӑрса кайнӑскерӗн ыйхине татрӗ. Утиялне сирсе, майӗпен тӑчӗ кравать ҫинчен. Кӑштӑртатса пычӗ кухньӑна, ҫутӑ ҫутрӗ те алӑк уҫса кӑларса ячӗ картишне ҫӑмламаса. Каялла ҫаврӑнса кӗрсен чейникрен куркана лӗп шыв тултарса ӗҫрӗ те кайса выртрӗ ӑшӑ вырӑна.
Стена ҫинчи сехет шаккани ҫеҫ илтĕнсе тӑрать пӳлĕмре, йĕпписем те ҫурҫĕр иртни икĕ сехет кӑтартаҫҫĕ. Ниепле те ҫывӑрса каяймарӗ. Енчен енне ҫаврӑнса пӑхрĕ, мачаналла та пӑхса выртрӗ. Çук, ниепле те куҫĕсем хупӑнмарĕҫ. Таҫта кайса ҫӗтрӗ тутлӑ ыйӑхӗ. Кушакĕ вӑратман пулсан. Шухӑшпа ӑҫта кӑна ҫитмерӗ, тем ҫинчен те шутларӗ. Вырӑн ҫинчен тӑчӗ те кантӑк еннелле утрӗ. Урамра ирпе юр ҫунӑ та тавралӑх шап-шурӑ тумпа витĕннĕ. Ӗнӗр каҫ ҫеҫ тӗттӗмччӗ, нимӗн те палӑрмастчӗ. Шӑплӑх. Юпа ҫутисем ҫеҫ ӳкеҫҫӗ ҫул ҫине.
Ҫерушпа иккӗш пилӗк ача ҫуратса — икӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ӳстернӗ. Пĕчĕк чухне сак тулли ачи кил-ҫурт илемĕ пулнӑ. Шавласа-кĕрлесе тӑнӑ вӑхăтсем, самантсем хӑвӑрт хушӑра иртсе кайрĕҫ. Шӑкӑлтатса калаҫмалли пурнӑҫ нумая тӑсӑлмарĕ. Мӑшӑрӗ ҫӗре кӗни те пайтах. Иккӗн сӑмах ваклама та аванччӗ. Ҫук вӗт, чӗре чирӗ аптратнипех чирлесе, пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Тухтӑрсем сыватсан та чире парӑнтараймарӗ.
Ачисем малтанлӑха кашнийӗ килкелесе ҫӳрерӗҫ, кил хуҫалӑхра пулӑшса хӑваратчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра сайра хутра ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ. Кашнийĕн хӑйĕн ҫемйи, ачисем.
— Кӳршӗри ав, Ҫинукпа Хвеклан та килеҫҫӗ ачисем аякри хуларан пулсан та. Амӑшне сума сӑваҫҫĕ. Манӑн вуҫех те кил тӗлне манчӗҫ-ши? — калаҫса ларчӗ хӑйпе-хӑй, — мӑнуксем валли пылак кучченеҫĕсене те кашни килмессеренех парса янӑ. Укҫи-тенкине ыйтсан панӑ, сахалтрах лекмен мар-ши?
Чун тӑвӑлса, кӳтсе килнипе куҫĕсенчен капланнӑ куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ. Тутӑр хӗррипе шӑлса илсе типӗтрӗ пит-ҫӑмартисене. Юхрĕ те юхрĕ куҫҫуль, чарӑнмарĕ.
Наҫтук канмалли кунсенче яланах кантӑк умне пырса ларса аслӑ ҫул ҫине тинкерсе пӑхать. «Кĕҫ акӑ килӗҫ-ха», — тесе кӗтет. Кӑлӑхах ҫав кĕтни те. Курӑнмаҫҫĕ пĕри те.
— Тĕрĕс воспитани параймарӑмӑр-ши ачасене? Йӑнӑшрӑмӑр-ши? Хамӑрӑн юратупа ӑшӑлӑха сахалрах уйӑртӑмӑр-ши? — тарӑн шухӑша путнӑскер пӑшӑлтатрĕҫ тутисем, — «Анне чĕри ачара, ача чĕри упара», калӑрӑш та тӳрре тухать.
Тен, Анне кунӗнче хисеп туса алӑка уҫса, чечек ҫыххисемпе кӗрӗҫ тӑван килне. «Анне сывӑ-и, пире кӗтрӗн-и?» — тесе хыттӑн-хыттӑн ҫупӑрлĕҫ, кун-ҫул парнеленĕ юратнӑ та хаклӑ амӑшне. Анне чун-чӗрипе ачисене куҫ илмемӗр кӗтетех. Ан манӑр, яланах!
Пайтах ларса ывӑннӑскер, тенкел ҫинчен тӑчĕ. Тем ытла хурланнипе пуҫĕ ыратса кайрĕ, сĕтел ҫинче выртакан имҫамне хыпрĕ те кравать ҫине кайса выртрĕ. Сехет ҫине темччен пӑхса выртрĕ-выртрĕ те канлĕн ҫывӑрса кайрĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев