Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ăнланса пурӑннине мӗн ҫитӗ?!

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Тутарстан Республикинче ялта пурӑнакан, виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ, 29 ҫула ҫитмен хӗрарӑмсене пӗр хутчен парăнакан 100 пин тенкӗ хушма тӳлев параççӗ.

Шланка ялӗнче пурӑнакан Бурчаклысен ҫемйи ҫак пособие тата нумай ачаллӑ ҫемье статусне илнӗ.

Амӑшӗ – Фания Даниловна Шланка ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ульяновск хулинчи педагогика колледжӗнче вӗреннӗ.

Ҫав ҫулсенче параллельлӗ  майпа психолог специальноҫне те алла илнӗ.

Яла таврӑннӑ ҫамрӑк специалист вӑтам шкула ӗçе вырнаçать. 7, 8-мӗш классенче вӗренекенсене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме пуçлать. 

Пӗр ял каччипе Рустампа çемье çавăрать. Вӗсен пӗрин хыççăн тепри ывӑлпа хӗр, Расимпа Расиля, ҫут тӗнчене килеççӗ. Ҫамрӑк ҫемьене тата та туллилентерсе, нумаях пулмасть вӗсен тепӗр ывӑл çуралнă иккен.

Улттӑри Расим, виҫҫӗри Расиля ялти ача садне ҫӳреҫҫӗ. Пӗчӗк Рафис вара, виҫӗ уйӑхра кăна-ха. Фания декрет отпускӗнче. Ҫемье пуҫлăхӗн Рустамӑн та аллисем «ылтӑн» – вӑл йывӑҫ ӗҫне те, кирпӗч ӗҫне те лайӑх пӗлет, стройкӑра ӗҫлет.

Тӗп никӗсре, вӗсемпе пӗрле амӑшӗ Мадина аппа пурӑнать. Мадина аппа икӗ ачине пӗчченех пӑхса ӳстернӗ, вӗсемшӗн «атте» те, «анне» те пулма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ывӑлӗ ял хӗрне качча илсе, ялта тӗпленсе юлнăшăн питӗ савӑнать. Пӗрле вӗсем ҫӗнӗ ҫурт, хуралтăсем туса лартнӑ.  Ку ҫуртра аслӑ ӑрӑвӑн тепӗр представителӗ – Мадина аппан ашшӗ те  пурӑнать. Кадир пичче аслă ăру çынни ӗнтӗ, чирлӗ, ăна уйрӑм пӑхмалла, уйрăм тимлӗх кирлӗ. Мадина аппапа Фания, Рустам хăйсен хаклă çыннине питӗ хисеплеҫҫӗ. Виҫӗ ӑру представителӗсем пӗр-пӗрне питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ, пӗр тӳпе айӗнче килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Ҫамрӑк ҫемьене районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх пайӗ урлӑ уйӑхсерен паракан пособие те палăртнă.

– Пирӗн пек виҫҫӗмӗш ача ҫуратнӑ ҫамрӑк ҫемьесене палăртакан ҫак укҫа – правительствӑран пысӑк пулӑшу, – тет виҫӗ ача амӑшӗ Фания.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев