Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ăнланса пурăннине мӗн çитӗ?!

Майӑн 15-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ. Ҫак дата пирӗн обществӑра ҫемье хаклӑхӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтерет

Пирӗн тӑрӑхра та мăшăрлă, ҫирӗп ҫемьесем нумай. Ҫемьере ача ҫурални вара – пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ пулӑм. Ҫакӑн ҫинчен эпир районти ЗАГС пайӗн начальникӗпе Альбина Шарафутдиновапа калаҫса илтӗмӗр.

– Альбина Ширалиевна, Çемье кунӗ ячӗпе иртнӗ çулталăка та анализ тăвар-ха.  Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем 2022 ҫулта мӗнле пурӑнчӗç: ҫемьесем мӗнле йӗркеленнӗ, вӗсен шучӗ ӳснӗ е сахалланнă, ачасем нумай çуралнă-и, ҫухатусем мӗнле пулчӗç?

– 2022 ҫулта районти ЗАГС пайӗнче 524 (2021 ҫулта – 623) граждан тӑрӑмӗн актне регистрациленӗ. Вӗсенчен: çурални çинчен – 75 акта (2021 ҫулта – 72), вилни ҫинчен – 331 акт (2021 ҫулта – 468), мӑшӑрлану ҫинчен – 72 акт (2021 – 65), уйрӑлни ҫинчен – 29 акт (2021 – 45), ашшӗ пулнине йышӑнни ҫинчен – 16 акт (2021–12), ята улӑштарни ҫинчен – 1 акт (2021-12) регистрациленӗ. 2022 ҫулта усрава ача илесси ҫинчен калакан актсем пулмарӗç, 2021 ҫулта вӗсем виҫҫӗччӗ.

–  Ачасем çурални çинченхи статистикăна та анализласа иртсемӗрччӗ. Район çыннисем ывăлӗсемпе хӗрӗсемшӗн мӗнле ятсем суйласа илеççӗ?

– 2022 ҫулта ҫуралнӑ 75 ачаран 36шӗ арҫын ача, 39шӗ хӗрача пулчӗç. 2021 ҫулта ҫуралнӑ 72 ачаран 33шӗ арçын ачасем, 39шӗ хӗрачаччӗ. Юлашки ҫулсенче районта, пӗтӗмлетсе каласан,  хӗрачасем ытларах ҫурални палăрать.

Пепкесене чи нумай паракан ятсем: Дина, Алина, Ясмина, Камиля, Самира, Полина, Ангелина, Карим, Тимур, Камиль, Нияз, Радмир, Матвей, Савелий, Никита.

– Паллă ӗнтӗ, çемьен социаллӑ пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗ – пӗрремӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫурални.  Районта ку енӗпе лару-тăру мӗнлерех? Иккӗмӗшне-виççӗмӗшне, тăваттăмӗшне çуратакан çемьесем пур-и?

– 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх çемьере пӗрремӗшӗсем пулса çуралнă – 27 ачана, иккӗмӗшӗсем пулнă – 20 ачана регистрациленӗ. Çемьере виҫҫӗмӗшӗсем пулса 22 ача, тӑваттӑмӗшӗ тата унран та ытларах пулса, 6 ача çут тӗнчене килчӗç. Районăн «нумай ачаллă аннеллӗ район» статусӗ сыхланса юлтăрччӗ.

– Çуралнисен çумӗнче вилӗм те пур, тенӗ пек... Çӗре кӗнӗ район çыннисем шучӗ мӗн чухлӗ пулчӗ?

– 2022 ҫулта вилнисен шучӗ, маларахри ҫулсемпе танлаштарсан, 29% чакни палăрать. 2021 ҫулта район çыннисене ытларах ковид чирӗ сарăлнă сӑлтавпа çухатрăмăр, тесе шутлатăп. Ун чухне 468 вилӗм тӗслӗхне регистрациленӗччӗ, 2022 ҫулта вара çавăн пек актсен шучӗ 331 пулчӗ. Урăхла каласан 137 сахалтарах, çакăншăн савăнатпăр, паллах. Вилнисенчен 47% (156) арҫынсем тата 53% (175) хӗрарӑмсем.

– Маларах каласа иртрӗмӗр ӗнтӗ, иртнӗ çул регистрациленнӗ мӑшӑрсен шучӗ те 2021 ҫулхинчен нумайрах пулнă.

– Çапла, мăшăрланакансен шучӗ 72 тӳрӗ килет. 2021 çулпа танлаштарсан çичӗ мăшăр ытларах.

– Мăшăрланакасем, уйрăлакансем çинче тӗплӗнрех чарăнса иртер-ха. Çемье çавăракансем миçе çулсенче? Мăшăрланнă хыççăн миҫе ҫултан уйрӑлаççӗ?

– Мӗнле кӑткӑс пулăмсем пулсан та, ҫемье йӗркелесси обществӑн пӗлтерӗшлӗ хаклăхӗсенчен пӗри пулса тӑрать.  Сӑнавсем тӑрӑх, арҫынсем хушшинче 24 ҫултан пуҫласа 29 ҫула ҫитнисем, хӗрсем хушшинче – 20 ҫултан пуҫласа 25 ҫула ҫитичченхисем çемье çавăраççӗ. Юратăва çулсем кансӗрлемеççӗ, тенӗ пек, аслӑ çулсенчисем хушшинче те мӑшӑрланăва регистрацилекенсем пур. Чи аслӑ каччă тата çураçнă хӗрӗн çулӗсем 66 ҫулсене тӳрӗ килеççӗ.

–  Çуралнисен çумӗнче вилекенсем те пулнă тенӗ пек, çемье çавăракансемпе юнашар уйрăлакансем те пур. Мӗнле сăлтава пула пӗр-пӗрне ăнланма пăрахаççӗ çемьесем?

– Иртнӗ çул уйрӑлакансен шучӗ 35% чакни палăрать. 2021 ҫулта 45 ҫемье саланнă пулсан, иртнӗ çул – 29 мӑшӑр уйрăлнă. ЗАГС пайӗнче пӗрлехи сӗнӳсене тӗпе хурса вӗсенчен 4% уйӑрӑлчӗ, ытти 96 проценчӗ суд йышӑнӑвӗпе уйрăлчӗç. 

2022 ҫулта чи кӗске ҫемье пурнӑҫӗ 10 уйӑха тӑсӑлнӑ. Шел пулин те, тӑватӑ теçетке ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн та, çемье саланса каять.  Чи вӑрӑм мӑшӑрлă пурнăç 42 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн татӑлчӗ. Час-часах ҫакӑн сӑлтавӗ – мӑшӑрсен пӗр-пӗрне ӑнланманни, пӗр-пӗрне çул паманни, каҫарма пӗлменни, тӳсӗмлӗх, чӑтӑмлӑх ҫитменни.

– Эсир çемье хаклăхӗсене пропагандăлас енӗпе тӗрлӗ ӗçсем илсе пыратăр. Çавсем çинчен те каласа иртсемӗрччӗ...

– Ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑласси, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет традицийӗсене упрасси ЗАГС органӗсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тӑрать.

Çапла, ку енӗпе ирттерекен мероприятисем нумай пирӗн. Нумай-нумай çул пӗрле пурăннă мӑшӑрсене, çулталăкăн пӗрремӗш ачине тата пӗрремӗш мӑшӑра чысласси, Çемье кунӗ ячӗпе ЗАГС пайӗнче мероприятисем ирттересси тата ытти çавăн пек мероприятисем иртеççӗ районта. Унта район пуçлăхӗ, авторитетлă ертӳçӗсем хутшăнаççӗ. 2022 ҫулта хӑйсен ҫемье юбилейӗсене паллӑ тӑвакан 14 мӑшӑра чысларăмăр. Вӗсенчен 3шӗ – Ылтӑн туйӗсене (50 ҫул пӗрле), 10шӗ – Бриллиант туйӗсене (60 ҫул пӗрле) палăртса ирттерекенсем пулчӗç. Пӗр мӑшӑр хăйсен Тимӗр туйне, 65 ҫул пӗрле пурӑннине палăртса ирттерчӗ. Кӑҫал та çакăн пек ҫемьесем пур, вӗсене эпир, паллах, чыслăпăр.

– Уяв ячӗпе район çыннисене мӗн каланă пулăттăрччӗ эсир?

– Ҫемьеллӗ пурнӑҫ – шутсӑр нумай ӗҫ, кăткăс пурнӑҫ ҫулӗ. Ҫак çулпа ӗмӗр тăршшӗпе пӗр-пӗрне ӑнласа, пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗр-пӗрне çул парса пурăнакан ҫемьесем – кашни çыншăн ăмсану пулса юлаççӗ. Уяв ячӗпе кашни ҫемьене телейлӗ те сывлӑхлӑ пулса, мăшăрлă пурăнма сунатăп. Кил-çуртсенче тӑнӑҫлӑх, килӗшӳ, пӗр-пӗрин хушшинче ӑнлану пултӑр, тин ҫуралнӑ ачасен телейӗпе тӗнче кӗрлесе тăтăрччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев