Анат Хураката ялӗнче пурӑнакан Мидхатпа Фирдауса Айнутдиновсем ылтӑн туйне палӑртрӗҫ
Пурӑннă чух иксӗлми кăмăл-туйӑм та, ӑна упраса хӑвармашкӑн вӑй та кирлӗ
Вӗсем иккӗшӗ те çак ялта çуралса ӳснӗ, çамрăкла пӗрлешнӗ.
– Фирдауса питӗ илемлӗ те ҫепӗҫ хӗрччӗ. Эпӗ шахтӑран ӗҫлесе таврăннă вăхăтсем. Кӗркунне ҫитрӗ. Аттепе анне хӑвӑртрах авлантарма шут тытрӗç. Эпӗ – 20, вăл – 19 ҫулта чухне çемье çавăртăмăр.
– Эпӗ кин пулса килнӗ кун та çакăн пек, паянхи пекех хӗвеллӗ кун пулчӗ. Мана икӗ лаша кӳлнӗ çунапа, купӑс каласа килсе илчӗç, – аса илет Фирдауса аппа ҫав ҫулсене. – Анчах та эпир хунямапа 6 ҫул кăна пӗрле пурӑнса юлайрăмăр, вăл чирлесе тăратчӗ, – тет вăл хунямӑшне хисеплесе.
Пӗрлехи пурнӑҫӑн малтанхи кунӗсенчен пуҫласа вӗсем пурнăç тилхепине çирӗп тытса, пӗрне пӗри ăнланса, килӗштерсе, канашласа пурӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫлеççӗ. Пӗри механизатор та, шофер та пулнӑ, тепри фермӑра ӗне сунӑ, колхозăн уй-хирӗсенче чӗкӗнтӗр ани çинче ӗçленӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, ҫулталӑкăн 365 кунӗ те ӗçре иртет вӗсен. Ҫемьере ҫуралнӑ ывӑлсем, ҫитӗнсе çитнӗ май, руль умне, е комбайн штурвалӗ умне лараҫҫӗ.
– Атте ҫапла вӗрентетчӗ, – тет Ильфат.
– Чӗрçи ҫине лартса машинапа ҫӳреме вӗрентрӗ, ӳссе ҫитсен комбайнер помощникӗ пулса ӗҫлеме пуçлаттăмăр, – тесе калаҫаҫҫӗ ывăлӗсем Ильфат сӑмахне малалла тăсса.
Икӗ хутчен çурт туса лартаççӗ Айнутдиновсем. Ачисем ӳссе пынă май, пӗрремӗшӗ пӗчӗкленнӗ пек туйăннă, унӑн вырӑнне кирпӗчрен купаласа тунă пысӑк çурт вырӑн йышӑнать. Çемьери пилӗк ачи те аслă пӗлӳ çурчӗсенче вӗреннӗ. Паян ҫак ҫынсем, ура ҫинче ҫирӗп тӑракансем, вӗсем хӑйсем те ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑнӑ. Вӗсен сӑн-пичӗсенче тата сӑмахӗсенче ҫемьери аслă ăру çыннисене хисеплени палӑрать. Ашшӗпе амăшӗ, Мидхатпа Фирдауса Айнутдиновсем, хӑйсен ачисене телейлӗ тăвассишӗн мӗн кирлине пурне те тӑваҫҫӗ.
– Пирӗн хушӑра ӳсӗм енӗпе пысӑках мар уйрӑмлӑх пулсан та аттепе анне пире аслисенчен юлнă тумтире тӑхӑнтартмарӗҫ, – теҫҫӗ ывăлӗсем. Вӗренӳ çулӗ пуçланнă чухне пирӗн кашни ҫул ҫӗнӗ шкул форми пулчӗ. Вӗсем яланах ӗҫре пулнӑран, пире те ӗҫе хӑнӑхтарчӗç – картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ пирӗн, – теççӗ.
50 ҫул пӗрле пурăннин вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре, пулнине те ыйтса пӗлтӗмӗр Айнутдиновсенчен.
– Хӗрарӑмăн сапăрлăхӗнчен пулӗ, – тет Мидхат Айнутдинов. Фирдауса аппа вара:
– Сăмахӗнчен иртмерӗм, пӗр пакет чей илмелле пулсан та канашласа илеттӗм.
Ҫамрӑк чухне тӗрлӗрен пулать. Арҫынна арҫын вырӑнне хурсан вара, ватлӑху та ҫавӑн пекех мăшăрлă тата илемлӗ пулӗ, – терӗ.
Вӗсем ял пурнӑҫне те чӗртсе тӑратакансем. Мидхат пичче пурне те пӗлесшӗн, ҫунакан ҫын пулсан, Фирдаусан сасси питӗ çепӗç. 70 ҫул ҫывхарса килнӗҫемӗн те вӑл Культура çурчӗн сцени ҫинчен анмасть. Юлашки ҫулсенче концертсем йӗркелессине чарса тăраççӗ пулин те, пӗртте аптраса тăмасть, ял çыннисене социаллӑ сетьсенче тӗрлӗ уявпа саламласа тӗлӗнтерет.
Айнутдиновсене ылтӑн туй уявӗпе саламлама районти ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Ильмир Измайлов, ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов килчӗҫ. Хӗрӗсемпе кӗрӗвӗсем, ывӑлӗсемпе кинӗсем, тӑванӗсем, мӑнукӗсем пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑнчӗҫ. Ачасем ашшӗ-амӑшне кăмăллă сюрпризсем те хатӗрленӗ, пӗр сӑмахпа каласан, кӗр кӗрлерӗç. Айнутдиновсем хăйсене тӗрлӗ енчен пулăшса тăнă «Юлдуз» колхозăн ертӳçине те хисеплесе аса илчӗҫ.
– Ҫак тӗнчере санӑн пурте йӗркеллӗ пултӑр тесен, тав туса пурăнма та пӗлмелле. Айнутдиновсемшӗн çакă пурнăç правили пулса тăнă пулас – паян вӗсен пурте ӑнӑҫлӑ пырать, малашне те ҫаплах пултӑрччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев