Ан улталанӑр, ан ӗненӗр...
Çакна пӗлмелле
Мошенниксем ҫынсене улталамалли ҫӗнӗ майсем тупса кăна тăраççӗ. Кӑҫалхи çулăн сакӑр уйӑхӗнче кӑна республикӑра пурӑнакансем ҫапла майпа 3,6 миллиард тенкӗ укçисемсӗр тӑрса юлнӑ.
Уйрӑмах ватӑ ҫынсем мошенниксен серепине час-часах ҫакланаҫҫӗ. Вӗсем нумай пулӑшупа усӑ курнине шута илсе, мошенниксем кам кăна пулса шӑнкӑравламаççӗ-ши, мӗн кăна сӗнмеççӗ-ши. Тӗслӗхрен, Пенси фондӗнчен, ветерансен советӗнчен, больницӑран, полици ӗҫченӗнчен е ачисен, мӑнукӗсен ячӗпе суя пӗлтерӳсем килме, шӑнкӑравланисем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа специалистсем, шӑнкӑравлакана хыпар пӗлтериччен (вӗсем вара хӑйсем ярса панӑ «кода» ыйтаҫҫӗ), шăнкăравланисем тӗрӗс пулнипе пулманнине пӗлме, ачисемпе калаҫма сӗнеҫҫӗ.
Мошенниксем — ӑста психологсем те. Вӗсем телефон урлă та ҫынна гипнозлаҫҫӗ. Ачасемпе ҫамрӑксене телефон урлă шăнкăравласа, вӗсене те улталаççӗ. Улталама май килмесен, хӑратма тытӑнаҫҫӗ.
Студентсене те вӗренӳ заведенийӗнчен, тесе шӑнкӑравланисем те пулаççӗ.
Мошенниксем телефон ҫине суя сайт ссылкине ярса пама пултараҫҫӗ. Çак ссылка урлă кӗрсен, сирӗн ҫинчен пӗтӗм харпӑр информаци, логинсемпе парольсем, банк карттисен номерӗсем таранах, ултавҫӑсен аллине лекӗ. Çак ссылкăпа сирӗн телефонăр ҫине вируслӑ программа та лекме пултарать. Пӗр сӑмахпа каласан, ултавҫӑсем сирӗн телефонпа эсир пӗлмесӗрех те усӑ курма пултарӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра «дроппер» ӑнлав та ҫаврӑнӑша кӗчӗ. Дроппер вӑл — мошенниксене хӑйӗн банк карттине е сим-карттине парса тăракан. Паллах, ҫакӑншӑн ултавҫӑсем дроппера вӑрланӑ укҫашӑн кӑштах процент пама шантараҫҫӗ. Ҫак ӗҫшӗн виҫӗ ҫул таран уголовлӑ явап тыттарма палӑртнӑ.
Асра тытăр: организацисен, учрежденисен ӗҫченӗсем, правӑна сыхлакансем тата ыттисем те нихӑҫан та шӑнкӑравласа нимӗнле код-СМС ыйтмаççӗ. Шӑнкӑравлакан мӗнле-тӗр код-СМС ыйтать пулсан, эппин, вӑл мошенник. Телефона, çавăнтах, сӳнтермелле. Сыхӑ пулӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев