Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ăмсанса пăхмалăх тăхăрвунă çула çитнисем!

90, 95, 100 çул тултарнисене районта хисеплесе саламласси малалла пырать

Чӑтӑмлӑхшăн – телей-тӗр Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакан Гульзиган Хусаинова  хăйӗн паянхи телейлӗ  кунӗсене чăтăмлă пулнăран кӗтсе илнӗ

Гульзиган аппан пурнӑҫӗ тӗслӗхе илмелӗх. Ытти нумай ҫынсем пекех, вӑл ялти ахаль ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Вӗсен ачалӑхне вӑрҫӑ вӑрланӑ. Ашшӗсене вӑрҫа илнӗ пулсан та, Хусанти ҫар заводӗсенчен пӗринче ӗҫлеме хӑварнӑ.

Амӑшӗ ачисемпе пӗрле, çуран, Теччӗ районӗ урлӑ Хусана салтак-мăшăрне курма кайни ҫинчен каласа парать Гульзиган аппа. Ҫул ҫинче курма тивнӗ нуша ачан чун-чӗрине ҫапла кӗрсе юлнӑ пулмалла.

Малашне нуши вӗсен тата ытларах пулнӑ. Гульджиган 10 ҫул тултарсан унӑн амӑшӗ вилет. Ҫемьери чи аслине – хӗрачана – шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсене пӑхма тивет. Вӑрҫӑ чарăнсан ашшӗ таврӑнать. Ачисене пăхса ӳстерес тата пӗрле пурӑнас тесе, вӑл амӑшӗн йӑмӑкне ҫак ҫурта,  кин пулнă май, илсе килет.

– Вӑл килсен, пирӗн пурнӑҫ кӑшт лайӑхланчӗ пек, – тет Гульзиган аппа. – Анчах ҫимелли пурӗпӗр ҫукчӗ. Эпӗ те, манран 3 ҫул кӗҫӗнрех шӑллӑм та, çимелли кăштах пултăр тесе, питӗ ир ӗҫе тытӑнтӑмӑр. Ҫӗр те сухаланӑ, вӑрлӑх та турттартăмăр, кирек мӗнле ӗҫ тусан та, пирӗн вӑй ҫитмест тесе шутламан.

Мӑшӑрӗпе Гульзиган аппа темиҫе ҫул çеç пурăнса юлнă. Пилӗк ачине тӑлӑха хӑварса, мăшăрӗ ир пурнӑҫран уйрăлса каять. Ҫак ҫулсенче колхозсем вăй илнӗ вăхăт пулнă. Фермă тулли выльӑх-чӗрлӗх – ӗнесем, сурӑхсем, пӑрусем... Ҫак фермӑсенчен пӗринче  пăрусен уйрăмӗнче, ӗçлет те ӗнтӗ Гульзиган Хусанинова. 25 пăру вырӑнне 70 пӑру пӑхать, ҫынсем вӑраниччен фермӑна каять, пӑрусем валли улӑм хурать, апат йăтать. Ҫавна пула пӑрусем кун вырӑнне сехечӗ-сехечӗпе ӳсеҫҫӗ, вӗсен, хăй калашле, «привес» лайӑх пулать. Пӑрусем пăхнă хыççăн – чӗкӗнтӗр ани пур. Ҫаксем пурте – укҫа, сахӑр, пултăр тесе, пурнӑҫланӑ ӗҫсем.

Хӗрарӑм ялта пӗччен, пурнăç илсе пынине – çакна ăнлантарса пама сӑмах тупма та май ҫук. Ҫӗрулми акасси, хӗл каçма вутӑ хатӗрлесси, выльӑх апачӗ кӳресси – çак ӗçсем хӗрарӑмшӑн чи йывӑррисем пулнă та пулӗ. Юрать-ха Гульзиган аппан пӗринчен-пӗри вӑйлӑ, ӗҫчен, виçӗ ывӑл çитӗнеççӗ. Мӗн ачаранпах вӗсем амӑшне пулӑшаççӗ. Икӗ йӑмӑкӗ те хӑйсен тетӗшӗсен хӳттинче ӳсеҫҫӗ. Мидхат, Рустам, Рамис паян та хӗлле район центрне, мӗнле май килнӗ çапла, ҫӑкӑр илме ҫуран кайнине аса илеҫҫӗ. Вутă кӳнине, тислӗкрен кирпӗч тунине... «Вӗренес вырӑнне эпир ӗҫлерӗмӗр», – тет Рустам. Анчах телее кашниех хӑй тупать. Хусаиновсем ăна ӗҫле-ӗçле тупнă. Паянхи кун Ишеевка поселокӗнче икӗ ывăлӗ хисеп çӗнсе илсе, пурӑнаҫҫӗ. Гульзиган аппан виҫӗ ачи ялта юлнӑ, хӗрӗсем ялти каччӑсене мăшăр пулма суйласа илнӗ, ывӑлӗ Рамис Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Фанияна илсе килнӗ. Акӑ ӗнтӗ кинӗпе хунямӑшӗ 30 ҫул ытла, пӗр-пӗрне пӗр сăмахран ăнланса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усраççӗ, унчченрех Гульзиган аппа кил-çуртри ӗҫсенче те пулӑшнӑ пулсан, паян килте ҫеҫ иккен. Апат хатӗрлесе, чей вӗретсе, ачисем ӗҫрен таврӑнасса кӗтет.

Кам мӗнле-тӗр, эпӗ ăмсанса таврӑнтăм. Ҫак ялта пурӑннă, ҫак ҫемьене ҫывӑх пӗлекен ҫын пулнӑ май, эпӗ вӗсен паянхи пурнăçне ăмсанса, Гульзиган аппан чăтăмлăхне пула çӗнсе илнӗ телейӗшӗн савӑнса таврăнтăм.

Гульзиган Абдрахмановнӑна юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Рамис Низаметдинов килнӗччӗ. Вӗсем ялти хисеплӗ кинемее парнесем пачӗҫ, ырӑ ӗҫсем сунчӗҫ. Аса илмелли сӑмахӗсем те нумай пулчӗç. Гульзиган аппа та хӑнасене «95 ҫул тултарнă чухне те килӗр», тесе ӑсатса ячӗ.

Хамӑн шӑпапа кăмăллă

 

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Тазкира Абдулхаковна Хаертдинова хӑй хӑҫан ҫуралнине тӗп-тӗрӗс пӗлместӗп, тет (мӗншӗн тесен ӗлӗк кӗрхи уйӑхсенче ҫуралнӑ ачасене те ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче çуралнă тесе регистрациленӗ фактсем пулнӑ). «Çӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче хӑнасене кӗтсе илме питӗ кӑмӑллӑ», – терӗ. Кӑҫал Тазкира аппа хӑйӗн пысӑк юбилейне – 90 ҫул тултарнине палӑртрӗ.

Юбиляра саламлама Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Район пуҫлӑхӗн  Марат Гафаровăн ячӗпе хӑнасем саламлă çыру, парнесем, чечексем парнелерӗç.

Ҫак кун юбиляр унчченхи ҫулсенче ӗҫленӗ тата тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ организацин – шалти ӗçсен уйрăмӗн ӗçченӗсене те, тӑванӗсене те, ҫывӑх ҫыннисене те, ачисемпе мӑнукӗсене те йышӑнчӗ.

Хаертдиновсен ҫемйинче 6 ача çуралнă, Тазкира аппа çавсенчен пиллӗкмӗшӗ. Унӑн ачалӑхӗ йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳрӗ килет. Пӗр вӑхӑтрах вӑрҫа ашшӗне, тетӗшне, аппăшне илнӗ. «Манӑн аппа повар пулса фронта хӑй ирӗкӗпе кайнă», – тесе аса илчӗ вӑл, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ май. Амӑшӗ тӑватӑ ачипе тăрса юлать.

1941 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Тазкира шкула пӗрремӗш класа вӗренме каять. Ҫав ҫулсенче вӗренӳ ҫулӗ, кӗрхи ӗҫсем вӗҫленнӗ хыççăн кăна, октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланать. Çамрăк хӗр ӗҫ çулне «Россия» колхозра счетовод пулса пуҫласа ярать. Хӗрӗн математика енчен пултарулӑхне асӑрхасан, ертӳçӗсем ăна Верхний Услон районне ял хуҫалӑх техникумне вӗренме яраççӗ. Дипломлӑ специалист пулса тӑван ялне таврӑнса, колхозра бухгалтерта ӗҫлеме пуҫлать.

Кунта вӑл хӑйӗн пулас мăшăрӗпе, Летфулла ятлӑ механизаторпа та паллашать. Часах ҫамрӑксем мӑшӑрланаҫҫӗ, ҫапла вара туслă, килӗшӳллӗ пурнӑҫра 50 ҫул та иртсе каять. Хаертдиновсем виçӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Летфулла пичче 2008 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять.

Тазкира аппа колхозра ӗҫленӗ хыҫҫӑн, 13 ҫул ял совет секретарӗ пулса та ӗҫлет.

– Вӑл ҫулсенче ял советӗнче ӗҫ питӗ йывӑрччӗ. Хуçалăхсенчен ҫӑмарта, çăм тата ыттине те пуçтармаллаччӗ, – тет Тазкира аппа. Çав тапхăрта района Пӑва районӗпе пӗрлештернӗ. Документсемпе хут ӗҫӗсен шучӗ тата ытларах нумайланаççӗ. Ял совечӗ хальхи ЗАГС ӗçӗсене те пурнăçлать: ҫамрӑксем мăшăрланнине, тин ҫуралнӑ ачасене регистрацилет т.ыт.те.

1976 ҫулта ăна тӗп бухгалтер пулма Ҫӗпрел районӗнчи шалти ӗçсен уйрăмне илеççӗ, унта вӑл 21 ҫул, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен, ӗҫлет. Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн та ӗҫне малалла тăсать, ҫав вӑхӑтрах районти Ӗç тăвакан комитетăн профсоюз организацийӗн секретарӗн ӗçне те пурнăçлать. Кирек ӑҫта ӗçлесен те, Тазкира аппа хӑйне шанса панӑ тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫлать, ӗҫленӗшӗн Тав ҫырӑвӗсемпе Хисеп грамотисемпе парнеленет. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.

Тазкира аппа ҫемйинче те юратнӑ амӑшӗ, хаклă мăшăр пулса, ачисене ӗçе юратакан пулмалăх пăхса ӳстерет, кашнине пурнӑҫра хӑйӗн ҫулне тупма пулӑшать.

Аслӑ хӗрӗ Миляуша, амăшӗ пекех, бухгалтер специальноçӗ енӗпе аслӑ пӗлӳ илсе, тӑван ялне таврӑнать, 25 ҫул професси училищинче тӗп бухгалтер пулса  ӗҫлет.  Иккӗмӗш хӗрӗ Фрида Пӑвари медицина училищинчен вӗренсе тухса, фельдшер специальноҫӗпе Çӗнӗ Кахăрлă ялӗнче халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче тăрăшать.

Тазкира Абдулхаковна вара ывӑлӗпе тӗп никӗсре пӗрле пурăнать, ҫавӑн пекех вӑл та шалти ӗҫсен пайӗнче нумай ҫул ӗҫлет. Юбилярӑн 5 мӑнукӗ тата 8 мӑнукӗ пур.

– Эпӗ хамăн шӑпапа питӗ кӑмӑллӑ, – тет ӗҫ ветеранӗ. – Пӗр кун та ӗҫсӗр тӑмарӑм, тӑрӑшрӑм, хушнă ӗçе чыслăн пурнăçларăм.

Паян та вӑл, аслă çулсенче пулин те, килте ӗҫсӗр тӑмасть – апатне пӗçерет, тутлă апат-ҫимӗҫ хатӗрлет.

Вӑрҫӑ ачи

Фасахать аппа та, ытти тантăшӗсем пекех, вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенчи йывӑрлӑхӗсене тӳссе ирттерет. Ҫемьере 9 ача пулнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ача чухнех вилеççӗ, аслисенчен пӗри вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалать. Паян вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пӗччен кăна юлнă.

Фасахать Фатыховна Ильмет-Чаткас ялӗнче çуралса ӳсет. 1940 ҫулта вӑл шкула вӗренме каять, анчах вӑрҫӑ пуҫланнине пула, 4 класа ҫитиччен кӑна вӗренме ӗлкӗрет. Унтан ӗҫ çулӗ пуҫланать, Ямашев ячӗллӗ колхозра,  ҫитӗннисемпе пӗр тан,  ӗҫе ҫӳреме пуҫлать.

Фасахать Фатыховна чӗкӗнтӗр ани çинче те, арманта та вăй хурать, столовӑйра та повар пулса ӗҫлеме ӗлкӗрет, тивӗҫлӗ канӑва тухсан та, колхозра повар пулса тата 20 ҫул ӗҫлет. Ӗҫ ветеранӗ пӗçернӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫӗсем ҫинчен паян та ӑшӑ кӑмӑлпа аса илеҫҫӗ.

– Пирӗн ачалăхăмăр  пулмарӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех, кунӗн-ҫӗрӗн, эпир ӗçре пулнӑ,  –  тет Фасахать аппа.

Амăшне юбилей ячӗпе саламлама килнӗ кӗçӗн хӗрӗ Нуршат çавнах каларӗ:

– Пирӗн анне питӗ ӗҫчен, пӗр ӗçрен те хӑрамарӗ, – терӗ вăл.   – Вӑл арҫын ӗҫне те, хӗрарӑм ӗҫне те, пахчари ӗҫсене те туса пычӗ, хирте те ӗҫлерӗ, утӑ та çулчӗ. Аннемӗр питӗ тарават, ырă чунлă.

Ял çыннипе Хабибулла Фатиховичпа мăшăрланса, хӑйсем те нумай ачаллӑ ҫемье пулса тăнă. 6 ача пӑхса ӳстерсе, 52 ҫул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ. 2008 ҫулта Хабибулла Фатихович пурнӑҫран уйрӑлса каять.

Фасахать аппа хӑйӗн ачисене те пӗр-пӗрне пулăшса пурӑнма вӗрентсе, пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшнӑ. Ачисем пурте пӗлӳллӗ. Аслӑ хӗрӗсем Хусанта пурӑнаҫҫӗ, тивӗҫлӗ канура пулсан та, ӗҫлеҫҫӗ. Кадрия Хусанти Авиастроительнӑй районӑн 11 номерлӗ больницинче ӗҫлет. Ывӑлӗпе тепӗр хӗрӗ Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ. Кӗçӗн хӗрӗ Нуршат ҫар комиссариачӗн представителӗ пулнă май, Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн Ӗç тăвакан комитетӗнче вӑй хурать.

Хӗлле юбиляр хӑйӗн ачисем патӗнче хӑналанать, ҫуллана  хӑйӗн ялӗнче ирттерме юратать. «Ӗмӗр пурăннă вырăнтан лайӑх вырӑн ҫук», – тет вӑл. Хӑйӗн пахчинче вӑл мӗн май килнӗ таран пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла ӳстерет, «выльӑх-чӗрлӗх усрама халăм пулнă пулсан, эпӗ вӗсене те усранă пулăттăм», тет.

Пулӑшма ачисем, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем килеҫҫӗ. 90 ҫулта та вӑл ял ҫыннисемшӗн хастар, тӗслӗхлӗ пурнӑҫ илсе пырать.

Юбилей ячӗпе Фасахать аппана Ульяновск хулине кайса, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова саламларӗ. Пысӑк уява  ачисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем те килнӗччӗ.

Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Фасахать Фатиховнана ӗҫленӗшӗн тав турӗ, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе саламлă çыру, парнесем, чечексем пачӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев