Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларусен залӗнче Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн ҫумӗнчи Ҫамрӑксен парламенчӗн виҫҫӗмӗш ларӑвӗ пулчӗ
Ларура район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗç тăвакан комитетăн ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн ертӳçи Руслан Вильданов, Ульяновск облаҫӗнчи Закон кăларакан Пухăвӗ çумӗнчи Ҫамрӑксен парламенчӗн ертӳçин çумӗ, Ульяновск облаҫӗнчи Çамрăксен аталану министерствин Общество совечӗн ертӳçи, Раççей политологсен обществин Ульяновск облаçӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Владислав Сизов, районти ачасен Думин ертӳçи Талия Калимуллина тата ытти çамрăксем хутшӑнчӗҫ.
Район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин ҫамрӑксен парламенчӗн ларӑвӗнче хутшӑнакансем умӗнче тухса калаçса, вӗсене тухӑҫлӑ ӗҫ сунчӗ тата çамрӑксен парламентӗнчен района социаллӑ экономикăна аталантарас енӗпе сӗнӳсем кӗтнине палӑртса иртрӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл Ульяновск хулинчен килнӗ хӑнана икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ геройӗ Петр Васильевич Дементьев ҫинчен çырнă кӗнеке, Герой çинчен фильм ӳкернӗ диск, Тутарстан ҫинчен акӑлчан чӗлхипе тата Ҫӗпрел районӗ ҫинчен кӗнекесем парнелерӗ.
Кун йӗркине 8 ыйту сӗнчӗç. Ларура мӗнпур ыйтӑвӗсем енӗпе тухса калаçнисене итлерӗҫ. Вӗсенчен кашнийӗн енӗпе сасӑламалли çул-йӗрпе, çакăнтах, решени йышăнчӗç.
Виҫҫӗмӗш ларура, ҫавӑн пекех, Ҫамрӑксен парламенчӗн иккӗмӗш ларăвӗнче хутшăнайман членсене удостоверенисемпе кӑкӑр çине çакмалли паллăсене пачӗç.
Владислав Сизов ҫамрӑк парламентарисем умӗнче тухса калаҫса, ку сферӑри ӗҫ опычӗ ҫинчен каласа пачӗ, тӗл пулăва чӗннӗшӗн тав сăмахӗсене пӗлтерчӗ.
Ҫавӑн пекех вăл Ҫӗпрел районӗн Çамрӑксен парламенчӗпе хаваспах ӗҫлессине те пӗлтерчӗ.
Нет комментариев