Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫамрӑклӑх сукмакӗнчен бриллиант туйччен

Тӗслӗхлӗ мăшăрсем

Хурăнар-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Макаровсем 60 ҫул хушши пӗр-пӗрне ăнланса, хисеплесе пурăнаççӗ.

Çемье çавăрсан йывăрлăхсене парăнмаççӗ. Хӑйсен тăрăшуллă ӗҫӗпе ял ҫыннисемшӗн тӗслӗхлӗ пулса пурăнаççӗ. Ачисем те вӗсем тӗслӗхӗпе, пултаруллӑ, ырӑ кăмăллă пулса ӳсеççӗ. Ашшӗ сӑмахӗ ҫемьере — закон. Макаровсем пилӗк ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ сывах, ывăлӗсенчен иккӗшӗ пурнăçран уйрăлса кайнине тӳссе ирттерме ҫӑмӑл пулман вӗсене. Паянхи кун вӗсен 11 мӑнукпа 5 кӗçӗн мӑнук пур.

Владимир Николаевичпа Нина Григорьевна: «60 ҫул пӗрле пурӑннин вӑрттӑнлӑхӗ — туслă, килӗштерсе пурăннинче, — теҫҫӗ вӗсем. — Тата, паллах, пӗр-пӗрне хисепленинче, юратнинче те». 

— Тӗрӗссипе каласан, эпӗ е пурăнăп унпа, е ҫук тесе, качча тухрăм ăна. Паллашса, тӗл пулса та çӳремен. Владимир вӑл питӗ сӑпайлӑ, сахал калаҫакан, уллах каçӗсене те ҫӳремерӗ, каҫхине те тухмастчӗ. Пире унӑн аппăшӗсем пӗрлештерчӗç. Акӑ, куратӑр-и, эпир 60 ҫул пӗрле пурăнатпăр, — терӗ Нина Григорьевна çемье вăрттăнлăхӗсене пӗлтерсе.

Тӗп çуртра вӗсем хӑйсен кинӗпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Кашни кун тенӗ пекех, кӳршӗри урамран ҫеҫ, хӗрӗ килсе ҫӳрет, кашни эрнерех ачисемпе мӑнукӗсем таврăнаççӗ, кил-ҫурти ӗçсене туса хăвараççӗ. 
Макаровсем Турăран сывлăх ыйтнипе пӗрлех, çӗршывра тăнăçлăх, çамрăксемшӗн илемлӗ малашлăх та ыйтатпăр, теççӗ. 

Владимир Николаевичпа Нина Григорьевнана бриллиант туйпа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова саламларӗҫ, ырă сунăмсем сунчӗç.

Справка

ЗАГС пайӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, 2024 ҫулта Çӗпрелӗнче 3 мӑшӑр 65 ҫул пӗрле пурӑннине, 6 мăшăр Бриллиант туйӗсене (60 ҫул пӗрле) паллӑ тӑвӗҫ. 23 мăшăр — çемье йӗркеленӗренпе 55 ҫул çитнине, 31 мăшăр Ылтăн туйӗсене (50 ҫул пӗрле) паллӑ тӑвӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев