Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫамрӑклах тунсӑхлатӑп

Чӑваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Вера Константиновна Караваева хӑйӗн 90 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ.

Ҫак кун юбиляр район Совечӗн Аппарачӗн ертӳҫинчен Айрат Хасановран, Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Степан Унисковран ӑшӑ саламсем йышăнчӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе хӑнасем Вера Константиновнана саламлӑ открытка, парнесемпе чечексем пачӗҫ, сывлӑх тата телей сунчӗҫ.

Вера Константиновна Патӑрьел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ачаранпах шӑпа ӑна ачашламан – вӑрҫӑ пуҫланнӑ вăхăтра вӑл 8 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ҫапах та колхозра аслисемпе пӗрле вӑй хунӑ. Ӗҫе юратакан Вера аппа тивӗçлӗ канăва тухнӑ хыҫҫӑн та колхозра вăй хурать.

Пӗр ял ҫыннипе çемье çавăрать Вера Константиновна, анчах пӗрле нумаях пурӑнаймаççӗ. Пӗр хӗр пăхса ӳстерет. Хăйпе пӗртăван аппăшӗ вилсен, унăн тӑлӑха юлнӑ ачине хăй ытамне илсе, пӑхса ӳстерет.

Вера Константиновна – ӗҫ ветеранӗ, Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин юбилей медалӗсене тивӗçлӗ пулнă.

Хальхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн хӗрӗпе пурӑнать. Ӗмӗрӗ тӑршшӗпех йывӑр ӗçре пулни унӑн сывлӑхне хавшатнӑ. Тӗп тӗрекӗ – хӗрӗпе мӑнукӗсем. Мӑнукӗсем вара иккӗн, кӗçӗн мӑнукӗсем те виҫҫӗн ӗнтӗ.

Вера Константиновна хăйне юбилейпе саламлама килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ.

– Ку пурнӑҫра эпир нумай курнӑ. Уншӑн нихăçан та ӳпкелешмен. Чи тунсăхли те – ҫамрӑклӑх, – тет вӑл.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев