Ҫамрӑк журналистсене – Диплом
Хусанта «Алтын калэм – Золотое перо» ачасен ҫамрӑксен прессин республикӑри фестивалӗ вӗҫленчӗ.
Унта Тутарстанӑн пур кӗтессисенчен те 160 ҫамрӑк журналист, медиа ӗҫченӗ хутшӑнчӗ. Эрне хушшинче мастер-классем ирттерчӗҫ, ҫамрӑк журналистсемпе пӗрле хаҫатсем кӑларчӗҫ, теле-радиопередачӑсем йӗркелерӗç, фоторепортажсем турӗҫ, социаллӑ сетьсем тата мессенджерсем илсе пычӗç.
Ҫӗпрел районӗнчен фестивальте «Ҫамрӑк журналистсем» кружокăн (ертӳҫи Энже Залялова) членӗсем хутшӑнчӗҫ.
«Ҫамрӑк журналистсене» фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чи креативлӑ команда тесе йышӑнчӗҫ тата Диплом парса чысларӗç, Энже Залялова Тав ҫырӑвне тивӗçлӗ пулчӗ.
– Эпир фестивальте нумай ӗҫлерӗмӗр: материалсем ҫыртӑмӑр, редактор та пултӑмӑр, пур мероприятие те хутшӑнтӑмӑр. Эпӗ вара çак фестивальте пӗрремӗш хут кăна хутшӑнмастăп. Кунта питӗ килӗшет, ҫӗнӗ туссем, ӗҫ меслечӗсем, ӑшӑ та туслӑ атмосфера, хальхи вӑхӑтри шухăшсем тата ытти те, – тет Равиля Замалетдинова.
Чӑнах та, ҫак фестиваль ҫамрӑксене журналист пулма майсем уҫать. Медиа облаҫӗнчи специалистсемпе ӗҫлесси, хаҫатсем, телепередачӑсем, блогсем тăвасси – хутшăнакансене ҫакӑн пек май параҫҫӗ.
Çамрăксен кунӗнче район пуçлăхӗ Марат Гафаров Диплома тивӗçлӗ пулнă çамрăк журналистсемпе тӗл пулчӗ. Вăл вӗсене ăнăçусем сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев