Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫамрӑк инспекторсен фестивалӗ

«Талантсен планети» ачасен пултарулӑх çуртӗнче районти шкулсен ачисем хушшинче ҫамрӑк инспекторсен отрячӗсен фестивалӗн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ. Унта 18 команда хутшӑнчӗ.

Мероприяти çамрăк инспекторсен отрячӗсем йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине уявлас тата çамрăк инспекторсен отрячӗсен юхӑмне (ЮИД) популяризацилес шайра иртрӗ.

Фестивале хутшӑнакансене Хусан хулинчи «Çул-йӗр юхăмӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑвари уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова тата районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов саламларӗҫ.

Мероприяти пуҫланас умӗн Лилия Ильдаровна шкул ачисене ЮИД отрячӗсем пулса кайнин историйӗ тата ҫав юхӑмӑн ролӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Конкурс программи икӗ тапхӑртан тăчӗ: командӑсем хӑйсемпе паллаштарчӗç тата пултарулӑх номерне кӑтартрӗҫ.

Пӗтӗмлетӳ тăрăх Çӗнӗ Упи шкулӗнчи юидовецсен команди 1 вырӑна йышӑнчӗ, Хулаçырми шкулӗн команди 2 вырӑна, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн команди 3 вырăна йышӑнчӗ. 1, 2, 3 вырӑнсене  йышӑннӑ виҫӗ команда I, II, III степеньлӗ Дипломсене, медальсене, кубоксене, парнесене тивӗçлӗ пулчӗç.

Ҫавӑн пекех Хурăнвар-Шăхаль, Анат Чакă тата Кивӗ Чукал шкулӗсен командисене «Творчествăшăн» номинацире дипломсем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев