Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫамрӑк инспекторсен чи лайӑх командине палăртрӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

«Хӑрушсӑр кустӑрма – 2023» республика конкурсӗн муниципаллă тапхăрӗ 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел шкулӗнче 18 шкулăн вӗренекенӗсен командине пухрӗ.

ГИБДД пайӗпе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн фончӗпе вӗренӳ пайӗ пӗрле ирттерекен «Хӑрушсӑр кустӑрма» конкурс шкул ачисен урамра тӗрӗс тытмалли хӑнӑхӑвӗсене йӗркелеме, ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне сирсе яма пулӑшать.

Çак мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ӗçне пурнăçлакан Айрат Залялов, Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн территорири управленийӗнчи профилактика уйрӑмӗн Пӑва уйрӑмӗнчен Лилия Вахитова, районти ГИБДД уйрăмӗн ӗҫченӗсем Ильнар Сулеймановпа Рамиль Шарапов, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов хутшӑнчӗç.

Районти шкулсенчи ҫамрӑк инспекторсем «Çул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӗлесси», «Пӗрремӗш пулӑшу памалли никӗссене пӗлесси», «Автогородок», «Велосипеда фигурӑллӑ çӳретесси», «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем» тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ» номинацисенче ӑмӑртрӗҫ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Çӗнӗ Упи тӗп шкулӑн команди абсолютлă çӗнтерӳçӗ пулса тӑчӗ, иккӗмӗш вырӑна 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн команди, виҫҫӗмӗшне Кӗçӗн Чăнлă шкулӗн команди çӗнсе илчӗç, тӑваттӑмӗш  вырăна – Кивӗ Шемӗршел команди, пиллӗкмӗш вырăна Хулаçырми шкулӗн команди йышӑнчӗ.

Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗн команди Анат Камăра иртекен «Хӑрушсӑрлӑх кустӑрма» республика конкурсӗнче район чысне хӳтӗлӗ. Ҫак командӑна конкурсăн республика тапхӑрӗнче ăнăçусем сунатпӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев