Ҫамрӑк граждансем паспорт илчӗç
Районта 14 çул тултарнисене паспорта чаплӑн памалли традици пурӑнать
«Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче районти ҫамрӑк граждансене паспортсем пачӗҫ. Мероприятие Халӑх пӗрлӗхӗн кунне тата Тутарстан Республикин Конституци кунне халалланӑччӗ.
Ҫамрӑксене хӑйсен пурнӑҫӗнче тӗп документа илнӗ ятпа саламлама Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, район прокурорӗн пулӑшуҫи Исатай Сарсенов тата Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ранис Бахитов килчӗҫ.
Мероприятире, çавӑн пекех, Аслӑ Аксу ялӗнчи паллӑ спортсмен Петр Мускатинов та хутшӑнчӗ. Ҫак кунсенче Петр Мускатинов черетлӗ спорт ҫитӗнӗвне пурнӑҫларӗ, вунпӗрмӗш хут Тутарстан Чемпионӗ пулса тӑчӗ. Спортсменӑн ҫак ҫитӗнӗвӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров палӑртрӗ, ăнăçусем сунчӗ.
Район ҫамрӑкӗсене чӗнсе каланӑ май, Марат Гафаров паспорт илнӗ май, паха тивӗçсем те çирӗпленнине каласа иртрӗ.
— 14 ҫул тултарсан Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне илни кашни ҫамрӑкшăн пысӑк яваплӑх хушăнать. Малашне хăвăр тӗллӗн йышӑнусем тума пулать, анчах тунӑ ӗҫсемшӗн те хăвăрăнах явап тытма тӳрӗ килӗ, — терӗ те район пуҫлӑхӗ шкул ачисене вӗренме, Тӑван ҫӗршыва юратма чӗнсе каласа, вӗсем тивӗҫлӗ ывăлсемпе хӗрсем пулса ҫитӗнессе шаннине пӗлтерчӗ.
Ҫамрӑксем те вара, паспорт илнӗ кун вӗсен пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑм пулса юлӗ терӗҫ, ҫӗршывӑмӑра тата халӑхӑмӑрӑн традицийӗсене тивӗҫлипе хӳтӗлеме, упрама шантарчӗҫ.
Чаплӑ лару-тӑрура паспорт хуҫисене парнесем пачӗҫ, уява патриотла юрӑсем илем хушрӗç. Раҫҫей гражданинӗн тӗп документне ҫак кун 22 ҫамрӑк илчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев