Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ăмăртусем иртрӗç

Ӑмӑртӑва хӗрсемпе каччăсен командисем хушшинче уйрӑммӑн пӗлтернӗччӗ

Сывă пурнăç йӗрки

Хӗрсен командисем хушшинче волейбол енӗпе финал вӑййисем «Чемпион» физкультурăпа сывлăха çирӗплетмелли комплексра иртрӗ, каччăсен командисем – «Алтын» универсаллă спорт залӗнче вăй виçрӗç.

Вӑйӑ итогӗсем тӑрӑх районти культура пайӗн хӗрӗсен пӗрлештернӗ команди 1 вырӑна, 2 вырӑна районти тӗп больницăн команди тата 3 вырӑна централизациленӗ çутӗç пайӗн бухгалтерийӗн команди çӗнсе илчӗç.

«Алтын» универсаллӑ спорт залӗнче район администрацийӗпе районти культура тата социаллӑ хӳтлӗх пайӗнчи каччăсен пӗрлештернӗ команди 3 тата 4 вырӑншӑн, 1 тата 2 вырӑншӑн спорт шкулӗн тата çутӗç пайӗн каччисен пӗрлештернӗ командисем вăй виçрӗç.

Вӑйӑ вӗтӗмлетӗвӗсемпе районти спорт шкулӗнчи каччăсен команди 1 вырӑна   йышӑнчӗ, 2 вырӑна – çутӗç пайӗн команди, 3 вырӑна районти администрацийӗн команди çӗнсе илчӗç.

Финал вӑййисем вӗçленнӗ хыççăн ҫӗнтерӳҫӗсене ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов чемпион Кубокӗсене пачӗ.  Волейбол енӗпе район чемпионачӗ вӗçленчӗ.

Командӑсене парнелесси Физкультурник кунӗн торжествăлла пайӗнче иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев