Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан Валентина Петровна Адамсон — тӗрӗ ӑсти
Тӗрӗ тӗрлет пурҫӑн ҫиппипе...
Сӑпайлӑ, тӳсӗмлӗ Валентина Петровна мухтанакан, хăйне кăтартса çӳрекен ҫын мар. Ҫавӑнпа та вӑл ҫав тери илемлӗ тӗрӗ тӗрленине нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ те. Эпир те ӑнсӑртран çеç унӑн алă ӗçӗсене куртăмăр. Хамӑрӑн вулаканăмăрсене ҫак ӗçчен хӗрарӑмпа паллаштарма шутларӑмӑр.
Шăпа сăнавӗсем...
Валентина Петровна Чӑваш Çӗпрелӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере, ҫиччӗмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, район центрӗнчи шкулта вӑтам пӗлӳ илет. Шӑпа ăна Алешкин-Саплӑк ялӗн каччипе тӗл пултарать.
— Астӑватӑп-ха, эпир май уйӑхӗн вӗҫӗнче паллашрӑмӑр. Июнӗн 14-мӗшӗнче эпӗ ӑна качча тухрӑм. Тен, эпир пӗр-пӗрне пӗрре пӑхсах юратса пӑрахрӑмӑр пулӗ. Мăшăрăмăн ҫемйи мана питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, эпир хунямапа килӗштерсе 20 ҫул пурӑнтӑмӑр, — тет Валентина Петровна.
Ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри ачасем ҫуралаҫҫӗ: хӗрӗ — Надежда, ывӑлӗ — Александр. Тӗрлӗ ҫулсенче Валентинӑн шкулта та, лавккара та, районти тӗп больницӑра та ӗҫлеме тӳрӗ килет. Тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ялти Культура çуртӗнче вăй хурать.
Вӗсен пурнӑҫӗ йӗркеленсе кайнă, ӗҫлесе çӳренӗ, ачасене ӳстернӗ вăхăтра, шӑпа вӗсене çирӗп сăнать. Мăшăрӗ 38 ҫулта, кӗтмен ҫӗртен, йывӑр чирлесе ӳкет. Валентина Петровна мăшăрне ӑҫта кӑна илсе каймасть-ши?! Больницӑсемсӗр пуҫне, халӑх медицинипе те, тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курать. Мускава та илсе ҫитет. Анчах мăшăрӗ ура ҫине тӑма пултараймасть. 2007 ҫулта мӑшӑрне инвалидлăх палăртаççӗ.
Вырӑн ҫинче выртакан пулса юлсан та, ăна вӑл 18 ҫул хушши сываласса кӗтет. Ҫак ҫулсенче вӑл пурнӑҫне хăй кăна туртать — выльӑх-чӗрлӗх нумай тытать, сутма ҫӗрулми, сухан, кишӗр ӳстерет, ҫӗнӗ ҫурт та тума пуçлать. Хӗрарӑм пулсан та, строительство ӗҫӗсенчен чылайӑшне вӑл хӑй пурнӑҫлать.
Шӑпа пӗр сăнама пуçласан тата та сăнавсем парать иккен. Валентина Петровнӑн ашшӗне те инсульт пулать.
Ӑна та хӑйсем патне илсе килет. Вырӑн ҫинче икӗ арҫын... Ачисем хӑйсен амӑшне пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, вӗсен хӑйсен пурнӑҫӗ ӗнтӗ.
— Чи йывӑрри — чирлисене çăвăнтарасси, — тет Валентина Петровна. — Малтан пӗрне ҫурӑм ҫине хуратӑп, ҫӗклетӗп, мунчана илсе каятӑп, ҫӑватӑп, унтан иккӗмӗшне... Юрать-ха, мунчана пӳрт çумнех тутарттартăм, çакăншăн хӗпӗртетӗп, — тет ырă чӗреллӗ хӗрарӑм.
Тӗрӗсенче — чун ăшши
Валентина Петровна хӑйӗн асламăш-амӑшӗн алă ӗçне малалла тӑснӑ май, пӗрремӗш хут тӗрлеме ларни ҫинчен ăшшăн кулса каласа пачӗ. Ҫӗнӗ ҫурт туса лартса, унта пурăннă ҫулсем... Лавккасен сентрисем пушă пулнă çулсем. Ҫӗнӗ пӳрте вара илемлетес килет.
— Кӳршӗ хӗрарӑмне çавна май пăшăрханни çинчен каласа панăччӗ. Вăл вара: «Хӑвӑн аллу тӗрленӗ япала илемлӗрех те, хаклăрах та — хăвах тӗрлеме тата çӗлеме тăрăш. Аллусем пур, пӳрнӳсем хускалаҫҫӗ вӗт?! — терӗ вӑл. Хурланса киле таврӑнтăм. Таврӑнтӑм та малтан хут ҫине, унтан пусма-тавар ҫине ӳкерчӗксем ӳкерме пуçларăм, тӗрӗ ҫипписене илтӗм те тӗрлеме тытӑнтӑм. Шкулта вӗреннӗ чухнех эпӗ питӗ илемлӗ ӳкереттӗм, мана стена хаҫачӗ кӑларма хушатчӗҫ. Ҫавӑнпа пусма-тавар ҫине ӳкерме ҫӑмӑлах пулчӗ, — тет Валентина Петровна.
Унӑн чи малтанхи ӗçӗ — турӑш умне çакакан тӗрӗллӗ чаршав пулса тӑрать. Ҫав чаршав питӗ илемлӗ килсе тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Валентина Петровна пысӑк ӗҫсене хаваслансах пуҫӑнать. Хуйхи-суйхине те, тунсӑха та, чун ӑшшине те вӑл тӗрӗ çине ярать. Каярахпа ачасен журналӗсенчи юмахри геройӗсене пир ҫине ӳкерсе тӗрлеме пуçлать. Лавккана кӗрсен, вӑл чи малтан илемлӗ ӳкерчӗклӗ турилккесене, чашӑксене, бокалсене пӑхса тухать, кӑмӑла кайнӑ ӳкерчӗклисене туянать те çав ӳкерчӗксене пир ҫине ӳкерсе, тӗрлеме пуçлать.
Хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫулсеренех «Троица кӗввисем» мероприятисенче хутшӑнать, темиҫе хутчен те Дипломсемпе, грамотăсемпе, ҫемҫе теттесемпе парнеленет. Хусан хулинче «Эпӗ мастер» конкурсра хутшӑнса, унта Габдулла Тукайăн Шуралине тӗрлесе, республика шайӗнче 1 вырӑна çӗнсе илет. Сабантуй парнисене — алшӑллисем тӗрлет. Тутар тӗрриллӗ Çӗпрелӗн тюбетейккисене те Валентина Петровна питӗ илемлӗ тӗрлесе парать. Район центрӗнче кашни ҫулах район йӗркеленнӗ куна халалланӑ курава хăйӗн пултарулăх çимӗçӗсене илсе килет. Вӑл тӗрленӗ чечексем, ҫутҫанталӑк пейзажӗсем, мультфильмри геройсем — ҫаксем пурте куҫа илӗртекен япаласем. Кӗленче рамӑна вырнаҫтарса лартнӑскерсем пӳртӗн стенисене илемлетеҫҫӗ.
— Кил-картишӗнче ӗҫлесе ывăнса кӗретӗп те, алла тӗрӗ тытатăп. Ывӑнни пӗтӗмпех манӑҫа тухать, чун лӑпланать, тӗрле-тӗрле канатӑп. Тӗрӗсем ҫинчен ҫырнӑ журналсем, кӗнекесем туянатӑп. Тӗрлемелли çипсенчен мӗнли кӑна ҫук-ши халӗ, хăшӗ кирлӗ, ҫавна суйласа ил, вӗсене ӳкерчӗке пăхса суйлатӑп, — тесе калаçрӗ Валентина Адамсон, ал ӗҫӗсемпе паллаштарса.
Аллипе илемлӗх тӑвакан Валентина Петровнӑран: «Мана тӗрлеме вӗрент-ха, тесе ыйтакансем ҫук-и?» тесе ыйтатӑп. Шел пулин те, çук иккен... Халӑх тӗррисене ӗмӗр манăçми тумалăх пир ҫине куҫарасси ачаш чунлă, уйрӑм ҫынсене ҫеҫ парăннă пек туйӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев