Алексей Кудрявцев: «Ӗҫрен хӑрамалла мар»
Ял ӗçченӗ перчеткесем çӗлет
Ялсенче тӗрлӗ ӗҫ-хӗл тӗсӗпе хастар ӗҫлекен, çителӗклӗ пурнăçпа пурăнакан ҫынсем пур. Ун пеккисенчен пӗри — Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи Алексей Николаевич Кудрявцев.
Алексей Чӑваш Çӗпрел вӑтам шкулӗнче 9 класран вӗренсе тухнӑ хыççăн, Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кӗрет. Техникумра вӑл газ оборудованине монтажлас тата эксплуатацилес енӗпе специальноҫа алла илет, дипломлӑ специалист тӑван ялне таврăнса, ӗҫе вырнаҫать. Ӗҫленӗ хушӑрах, куçăмсăр майпа, Хусанти наци тӗпчев технологи университетӗнче вӗренет.
Унтан шӑпи ăна Мускав хулине илсе çитерет. Унта вӑл тӗрлӗ ҫуртсем, нумай хваттерлӗ ҫуртсем тунă çӗрте хутшӑнать.
Ачаранах, тӑван ялне юратса ӳснӗрен ют ен унăн кăмăлне каймасть, каччă ялне таврӑнса унта тӗпленсе, хӑйӗн ӗҫне пуласа ярасси ҫинчен шухӑшлать.
— Ют ен тата ӗҫ кирек мӗнле укҫаллă пулсан та, хӑвăн енне çитмест. Ҫавӑнпа та эпӗ час-часах хамӑн ӗçӗме тӑвас пирки шухӑшлама пуҫларӑм. Халӗ аван вӗт, интернет урлӑ хăвна интереслентерекен ӗçсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Эпӗ те хама мӗн килӗшнине шырарӑм, тупрӑм, — тет Алексей.
Каччăна ялта, заводсенче ӗçре усӑ куракан перчетке ҫӗлесси илӗртет. Вӑл перчетке çӗлемелли станоксем, ҫӗленӗ çӗрте усӑ куракан ҫипсем ҫинчен справкăсем пуçтарать.
Интернетра станоксем шыранӑ хыҫҫӑн, вӑл вӗсене Чӑваш Республикинчи Шупашкар хулинчи пӗр фабрикӑра тупать. Алексей фабрикӑна шӑнкӑравласа производствӑпа паллашма ирӗк ыйтать. Пулӑшма килӗшеҫҫӗ, фабрикӑна пыма чӗнеҫҫӗ. Унта икӗ кун тăнă хыҫҫӑн, вӑл перчетке ҫӗлемелли пур вăрттăнлăхсене вӗренет.
Малтанласа виҫӗ станок туянать. Çак станоксене мастерскойра вырнаҫтарма та фабрикӑран килсе пулӑшаççӗ.
— Перчетке ҫӗлеме кирлӗ ҫипсене эпӗ Ивановӑран илсе килтӗм. Станоксем ҫинче 8 тӗслӗ ҫӗвӗ пур. Вӗсене программӑна кӗртсен, вӗсем программа тӑрӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри пурнӑҫланаҫҫӗ. Перчетке манжечӗсем ҫирӗп пулччӑр тата алӑсем ҫинче выртчӑр тесе, резина ҫиппе усӑ куратӑп. Оверлок станокӗ халлӗхе ҫук-ха манӑн, ӑна та хамӑн мастерскойра вырнаçтарас тетӗп, — тесе хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ Алексей.
Паллах, станоксем туянасси пысӑк тӑкаксем ыйтать, парӑма кӗме те тӳрӗ килет. Ҫавӑнпа та вӑл хальлӗхе Мускаври ӗҫне пӑрахман, вахта меслечӗпе ӗҫлет. Килте чухне перчеткесем ҫӗлессипе интересленет.
Мастерскойра перчеткем çӗлеме заказсем паракансем те тупăннă. — Организацисем те, уйрӑм ҫынсем те ыйтаҫҫӗ, çаплах, 50шар штук илсе каякансем те пур, — тет Алексей.
Алексей каланӑ тӑрӑх, 8 сехет хушшинче пӗр станок ҫинче 100-120 штук перчетке ҫӗлеме пулать.
— Никам та, нимӗн те кӳрсе памасть. Паллах, ӗçе пуҫласа яма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Пултарӑп-ши, текен ыйту та пурччӗ. Куç хăрать те, ал тăвать. Ҫавӑнпа та ӗҫе тӗвеккеленсе пуçăнмалла, ан ӳркен тата ӗҫрен хӑрамалла мар, — тет Алексей Кудрявцев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев