Алексей Алексеевич Аюгина асăнса
Поззие
Чӗрене çӳçентерет,
Шăплăхӗ масар çинче.
Çулталăк ытла выртатăн,
Хура тăпра айӗнче.
Паян çанталăкӗ ăмăр,
Хушăран хӗвел пăхать.
Анăç енчен вӗтӗ çумăр,
Саншăн куççульне тăкать.
Çутçанталăк — тӗлӗнтермӗш,
Пулăмӗ тӗлӗнтерет.
Çурçӗр енчен вичкӗн çилӗ,
Саншăн шăхăрса йӗрет...
Кӗртлӗ Варта шур хурăнсем,
Йӗркипеле лараççӗ.
Эсӗ çуккишӗн хурланса,
Пуçӗсене таяççӗ.
Тус-йышсене курас килсен,
Лӗпӗш пулса вӗçсе кил.
Чечек çеçки çине ларса
Вӗсене ытамна ил.
Кил-тӗрӗше тунсăхласан,
Чӗкеç пулса эс килсем.
Аслăк айне вӗçсе кӗрсе,
Ху килнине систерсем.
Ăшу ытла вăркасассăн,
Пӗччен Акăш эсӗ пул.
Ял çийӗн вӗçсе иртнӗ чух,
Тăван килне курса юл...
Ачалăхри кăвак хуппи,
Ик енне уçăлсанччӗ...
Йывăр-хура масар тăпри,
Саншăн мамăк пулсанччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев