Алӑ вăйне виçес енӗпе ҫӗнтерчӗç
Тутарстанра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ТР Раисӗн Кубокӗшӗн алӑ вăйне виçес енӗпе ӑмӑрту иртрӗ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсенче Тутарстанри 36 районпа хуларан 400 ытла ҫын хутшӑнчӗ.
Программа шайӗнче шывра ишессипе, сӗтел ҫи теннисӗпе, нард вăййипе, армрестлинг, мини-футбол тата волейбол ӑмӑртăвӗсем иртрӗҫ.
Тутарстан Республикин Раисӗн спорт кубокне йӗркелекенсем – Тутарстан Республикин Правительстви, «Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем» Патшалӑх фончӗн Тутарстан Республикинчи филиалӗ, Тутарстан Республикин спорт министерстви тата Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн ҫар юхăмӗн ветеранӗсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Координаци Совечӗ.
Ӑмӑртӑва Ҫӗпрел районӗнчи ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсем Алексей Ягашкинпа Фанис Хайруллин та хутшӑнса, ӑнӑҫусем турӗç.
Алексей Ягашкин 80 килограмран ытла виҫе йывăрăшӗнче алӑ вăйӗ виçес енӗпе 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, Фанис Хайруллин вара ҫак дисциплинӑрах, 100 кг ытла виҫе йывăрăшӗнче, ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев