Ал ӗçӗсен куравӗ-суту-илӗвӗ
Мероприяти инвалидсен декада шайӗнче иртрӗ
Вӑй-хал, сывлăх енчен çирӗпех мар пулсан та ачасем те, аслисем те ал ӗҫӗн тӗрлӗ тӗсӗпе интересленеççӗ.
Ҫулсерен инвалидсен декади шайӗнче ҫак ӗҫсен куравне йӗркелеҫҫӗ, унта кирек кам та япала туянма пултарать.
Курава çутӗç учреж-денийӗсем, «Пăшăрхану» халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу паракан центр пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Калас пулать, пур изделисене те чун ӑшши хывнӑ. Ҫавӑнпа курав нумайăшне хăй патне туртать. Çыхнă, тунă, ăсталанă япаласем те темиҫе сехет хушшинче сутӑнса пӗтеççӗ. Кӑҫал та районти Культура çурчӗн фойинче йӗркеленӗ куравра тӗрӗ, сувенир, ҫыхнӑ япаласене курма май пулчӗ.
Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасемпе аслисен ал ӗҫӗсен куравӗ-суту-илӗвӗ Ҫӗпрел район администрацийӗнче те иртрӗ.
Йӑлана кӗнӗ ӗҫлӗ тунтикун умӗн вырӑнти предприятисемпе организацисен ертӳҫисем ал ӗҫӗсене туянма пултарчӗç.
Куравра, ҫавӑн пекех, вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ картинӑсем, тӗрӗсем, чустаран тата пластилинран ӑсталанӑ япаласем, тӗрлӗ илемлӗ сувенирсем, теттесем, ҫитес ҫулăн символӗсем те пурччӗ.
— Ҫакӑн пек ярмӑрккӑсем сывлăх енчен çирӗпех мар ҫынсене хӑйсен алă ӗçӗсене кӑтартма кӑна мар, вӗсенчен тупӑш илме те пулӑшнине палӑртасшӑн, — тет Илгизар Вафин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев