Активлă ӗç-хӗл
Хурт-хăмăр ăстисемпе хуçалăх ертӳçисем канашларӗç
Ял хӗрринчи уй-хирсене наркӑмӑшлантарни пыл хурчӗсене пысӑк сиен кӳрет. Хуҫалӑх ертӳҫисене тата специалисчӗсене те критикӑлла сăмахсем калани вырӑнсӑр пек. Мӗншӗн тесен, кашниех лайӑх тухӑҫшӑн кӗрешет. Ылтӑн вӑта варрине мӗнле тупмалла? Ун ҫинчен агрофирмӑн Хулаçырми филиалӗн хирӗнче иртнӗ семинар-канашлура сӑмах пычӗ.
Ҫӗпрел районӗнче паян хурт-хăмăр ӗрчетессипе профессионаллă шайра 303 ҫын интересленет, вӗсенче 2438 хурт-хӑмӑр вӗлли пур. Семинара Кивӗ Шемӗршел тата Тăваньел ялӗсенчен килнӗ хурт-хăмăрçăсем Ринат Шарафутдиновпа Марат Исхаков сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, пыл хурчӗсем наркăмăшланнă вăхăтра хурт-хăмăр ӗрчетекенсем пысăк çухатусем тӳссе ирттереççӗ. Агроуправлени начальникӗ Талгат Халитов хуҫалӑхӗсен уй-хир специалисчӗсене чӗнсе каласа, хурт-хӑмӑр ҫемйисене сыхласа хӑварассишӗн калчасене наркăмăшлă веществосемпе ӗçе кӗртнӗ чух мӗнпур правилӑсене пурнăçламалли çинчен каларӗ.
– Уй-хирсене наркăмăшлă веществосемпе ӗçе кӗртес умӗн пестицидсемпе усӑ курассине ăçта тата хăçан палӑртни çинчен пӗлтермелле. Информацие ял тăрăхӗсем, ветеринари ӗçченӗсен представителӗсем урлӑ пӗлтерме май пур, терӗ Т.Халитов.
Мобильлӗ телефон çинчи «Ватсап» хушăмра хурт-хăмăрçăсен ятарлă ушкӑнне йӗркелеме те сӗнчӗç семинарта. Пестицидсемпе ӗҫлессине кун каç енне сулăнсан е пӗлӗтлӗ, сулхӑн ҫанталӑк вăхăтӗнче, пыл хурчӗсем вӗҫмен чухне пурнӑҫлама тивӗçли çинчен асăрхаттарчӗç. Ҫилӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра виҫӗ метртан иртсен пестицидсемпе ӗҫлеме пачах чараççӗ иккен. Ӗçе кӗртнӗ участок чиккинче хӑрушсӑрлӑх паллисене лартма манмалла мар, ҫаплах хăма çине «Пестицидсемпе ӗçе кӗртнӗ» тесе ҫырса хумалла тата тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳрекен вăхăт хăçан вӗçленнине кӑтартмалла.
Хурт-хӑмӑр ăстисем пестицидсемпе усӑ курнӑ вырăнтан пыл хурчӗсене 6-7 ҫухрӑм инçӗшне 3-4 эрнене куҫарсан, вӗсене сыхласа хăварма пултараççӗ. Ку, паллах, хушма тата кăткăс ӗç. Çавăнпа та хурт-хăмăр ăсти Ильдар Шарафутдинов: «Пыл хуртне – экологи барометрӗ, тесе калаççӗ. Наркӑмӑшлани, пестицидсем вара ҫутҫанталӑкри чӗрӗ чунсене пысӑк сиен кӳреççӗ. Çавăнпа та пирӗн, çаксене шута илсе, пӗрле канашласа ӗçлемелле», – терӗ вӑл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев