Активлӑ ҫыннӑн пурнӑҫ тӑршшӗ те вăрăм пулать
«Раҫҫей пенсионерӗсен Союзӗ» общество организацийӗн вырӑнти уйрӑмӗн черетлӗ пулман конференцинче тивӗçлӗ канури çынсене активлӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, çӗнӗ пуҫлӑх суйласа рӗç
Пирӗн районăн пенсионерӗсем федераци тата регион программисене пурнӑҫлама, ҫавӑн пекех тӗрлӗ культурӑпа спорт мероприятийӗсене ирттерме хастар хутшӑнаҫҫӗ. Паянхи куна пенсионерсен вырӑнти уйрӑмӗн йышӗнче 433 член шутланать.
– Иртнӗ тапхӑра активлӑ та кăткăс ӗҫ ҫулӗсем тесе хак пама май пур. «Раççей пенсионерсен союзӗн» темиçе çул валли планланă «Виҫҫӗмӗш ăру университечӗ», «Ӗç тата физкультура активлӑхӗ – сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗрсен формули», «Право пулӑшăвӗ тата право вӗренӗвӗ» проектсене пурнӑҫласси малалла пырать. Ӗҫӗмӗрӗн пӗтӗмлетӗвӗ пулса, «Вырăнти уйрăмăн ӗçӗ-хӗлне лайăх йӗркелес енӗпе» республика конкурсӗнче 2017-18 ҫулсенче призлă вырăнсем хӳтӗлесси пулса тăрать. 2018-20 ҫулсенче аслă çулсенчисене компьютер пӗлӳлӗхне вӗрентес енӗпе ҫитӗнӗвӗрсем пур. Унсӑр пуҫне, пенсионерсен Спартакиади шайӗнче спортăн тӗрлӗ тӗсӗсем енӗпе те призлă вырӑнсем йышăнса пыратпăр, – тесе палӑртса иртрӗ Иршат Закиров.
Хальхи аслă çулсенчи çынсем компьютерсемпе тата интернетпа ӑста усӑ купаççӗ, электронлă çырусемпе ӗçлеме пӗлеççӗ. Çакăн пек курссене мӗнпур ял тӑрӑхӗсенче те йӗркеленӗ. Çамрăксен спорт шкулӗнче тата «Акчарлак» шыврпа ишмелли бассейн базинче пенсионерсемшӗн ятарлӑ ушкӑнсем йӗркеленӗ, унта 200тен ытла аслă çулсенчисем çӳреççӗ.
«Виҫҫӗмӗш ăру университечӗ» шайӗнче районта пенсионерсен право пӗлӗвӗсене ӳстерӗҫ. Виҫӗ ҫул хушшинче ҫак уроксенче 12 пенсионер пӗлӳ илнӗ. Районăн пенсионерӗсем хӑйсен пултарулӑх потенциалӗсемпе активлăн тата тӗрлӗ енлӗн усӑ кураҫҫӗ. «Балкыш-Сияние» республика фестивалӗнче Людмила Сердцева, Альфия Яхиева, «Хӗлхем» халӑх ансамблӗ дипломант ята тивӗçлӗ пулчӗç.
Вӗсем хӑйсем те ялсене, «Ӑшӑ ҫурт» приюта, «Чайка» ачасен лагерьне кайса, концертсем йӗркелеҫҫӗ. Кусемсӗр пуҫне, историллӗ хуласене экскурсие каяççӗ.
Конференцире «Кашни ял тӑрӑхӗнче пенсионерсен Союзӗн уйрӑмне йӗркелемелле» текен сӗнӳ пулчӗ. Паянхи кун ун пек подразделенисем тӑватӑ ялта кӑна пур.
Конференци ӗҫӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов, район Совечӗн Аппарачӗ тата Ӗҫ тӑвакан комитечӗн яваплӑ ӗҫченӗсем, РФ Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи клиентсен службин ертӳҫи Роза Гафарова, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, «Раҫҫей пенсионерсен союзӗн» вырӑнти уйрӑмӗн членӗсем хутшӑнчӗҫ.
Мероприятие Иршат Закиров докладне итлерӗç, ҫавӑн пекех вырӑнти уйрăмӗн ревизорӗн отчетне, уйрăмăн çӗнӗ составне çӗнӗ ревизора суйласа илес енӗпе ыйтусене пӑхса тухрӗç, çӗнӗ ертӳçӗ смуйларӗç. Конференци вӗçленес умӗн чи хастар аслă çулсенчи çынсене парнесем пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев