Реклама
Хыпарсем
Ахмедовсем – «Нечкабил» конкурсăн зонăри этапӗн çӗнтерӳçи
Республика конкурсӗн пирӗн патăрта иртнӗ этапӗнче Атăл тăрăхӗнчи районсенчи çемьесем хутшăнчӗç
Районти Культура çуртӗнче «Нечкабил-2021» конкурсăн зонăри турӗ иртрӗ. Конкурс «Ҫирӗп ҫемье» федераллă парти проекчӗн, «Тутарстан – ҫирӗп ҫемьесен территорийӗ» республика акцийӗн тата «Çулталӑк çемйи» 6-мӗш Пӗтӗм Раççей конкурсӗн шайӗнче иртрӗ.
«Нечкабил» конкурс акă ӗнтӗ 16-мӗш хут Тутарстанра Президент Рустам Минниханов, муниципаллӑ район пуçлăхӗсен пулӑшӑвӗпе «Ҫирӗп ҫемье» федераллă парти проекчӗн шайӗнче иртет. «Çирӗп ҫемье» федераллă проект вара 2004 ҫултанпа ӗçлет. Унта Раҫҫейӗн 85 регионӗ, ҫав шутра пирӗн республика та хутшăнать, унăн тӗп тӗллевӗ – ҫемье институтне тата çемье хаклăхӗсене ҫирӗплетесси, ҫемье тата ҫемье воспитанийӗ ҫинчен обществăн шухӑш-кӑмӑлне йӗркелесси.
«Нечкабил» конкурса «Çемье ытамӗнче» регионти общество организацийӗ йӗркелет. Конкурс ТР Культура министерствин, ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин, ТР Çутӗç тата наука министерствин, ТР Патшалӑх Совечӗн «Ыркăмăллăх-Милосердие» хӗрарăм депутатсен пӗрлешӗвӗн, ТР Министерсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн, ТР Общество палатин, Тутарстанри Халӑхсен туслӑх çурчӗн пулӑшăвӗпе иртет.
Конкурсра хутшӑнакансене, хӑнасене тата куракансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн пуçлăхӗ, «Çирӗп çемье» федераллă парти проекчӗн Тутарстанри координаторӗ Гульшат Нигматуллина, Тутарстанри Общество палатин членӗ, «Нечкабил» конкурсăн ертӳҫи, «Çирӗп ҫемье» парти проекчӗн обществӑлла совечӗн ертӳçи Изольда Жуйкова, ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе республика комиссийӗн яваплă секретарӗ Ильсеяр Гарифуллина саламларӗҫ.
«Нечкабил – 2021» конкурсăн зонăри суйласа илмелли турӗнче хутшӑнма республикăн ултă районӗнчен: Кайпăç районӗнчен Ахметовсен ҫемйи, Ҫӗпрел районӗнчен Ахметовсен çемйи, Анат Кама районӗнчен Зиятдиновсен çемйи, Теччӗрен Николаевсен ҫемйи, Пӑва районӗнчен Юркинсен ҫемйи, Верхнеуслонск районӗнчен Яковлевсен ҫемйи килнӗччӗ. Ҫак ҫемьесенчен кашниех малтанах хатӗрлесе хунӑ видеороликсемпе усӑ курса хăйсен ҫемйи ҫинчен каласа пачӗç, йӑли-йӗркисене кӑтартрӗç.
Мероприяти вăхăтӗнче сцена ҫине нумай ҫул пӗрле пурӑнакан, юратупа шанчӑклӑх, çемьери культура тата ачасене нравственность воспитанийӗ парассин, патриотизм, активлă пурнӑҫ позицийӗн тӗслӗхӗсем пулса тăракан ҫемьесем, Кивӗ Йӗлмелӗнчен Семеновсен тата Кивӗ Кахăрлă ялӗнчен Ситдиковсен ҫемйисене чӗннӗччӗ. Марат Гафаров, Гульшат Нигматуллина, Изольда Жуйкова çак ҫемьесене саламлӑ открыткӑсем, асăнмалăх парнесем, дипломсем, ЗАГС управленийӗнчен «Тутар нацийӗн кухни» кӗнеке тата «Нечкабил» конкурсăн асӑнмалӑх парнисене пачӗç.
Сцена ҫине, çаплах, иртнӗ çулсенчи «Нечкабил» конкурсра хутшӑнакансене те чӗнсе кăларчӗç, вӗсене те чысларӗç.
Конкурс вӗçӗнче «Нечкабил-2021» суйласа илмелли турăн 6 хутшӑнаканне «Тутарстан – ҫирӗп ҫемьесен территорийӗ» акцийӗн дипломӗсене пачӗç. Конкурсра Ахмедовсен çемйи çӗнтерӳçӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев