Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫăкăр — халăх пуянлăхĕ

...Ҫăкăртан ĕмĕр аслă пулар мар, Упра кашни пĕрче, тĕпренчĕке...

Тĕллевсем: 

1. Ачасен пуплевне аталантарасси.
2. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси.
3. Ҫăкăр çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарса парасси, çăкăра хисеплеме, упрама вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем: çавра çăкăр, тăвар, алшăлли, ваттисен сăмахĕсем, çăкăр çинчен ӳкернĕ ӳкерчĕксем.

Урок юхăмĕ

1. Класа йĕркелесси.
2. Вĕреннине çирĕплетесси.
— Паянхи урока эпир çăкăра халаллатпăр. Чи хаклă, чи тутлă çăкăр çинчен калаçатпăр. Ваттисем çапла каланă: «Ҫăкăр — пурнăç тыткăчи». Чăннипех те çапла. Ҫăкăрсăр никам та пурăнаймасть: пĕчĕк ача та, пысăк çын та, ватти те, çамрăкки те, тухтăр та, тракторист та, учитель те.

Ҫăкăр вăл — сĕтел илемĕ.
Кам çак илемпе киленмĕ?
Ҫи ăна эс, ӳс, асра тыт —
Тĕнчере унран хакли çук.
Яланах умра вăл тăтăр — 
Кăпăшка та тутлă çăкăр.

— Анчах мĕн чухлĕ вăхăт иртет çăкăр сĕтел çине килсе çитиччен, мĕн чухлĕ çын хутшăнать çак ĕçе.
— Ҫăкăр туса илес ĕçре мĕнле профессиллĕ çынсем хутшăнаççĕ? (Тракторист, шофёр, комбайнёр, арманта ĕçлекенсем, çăкăр пĕçерекенсем, сутуçăсем.)
— Эсир ӳссен кам пуласшăн? (Ачасем хуравлаççĕ).
— Сирĕн хушшăрта та çăкăр туса илес ĕçпе çыхăннă профессиллĕ ачасем пулчĕç. Ҫĕр çинче пур професси те пĕр тан. Пĕрне тепринчен уйăрма кирлĕ мар. Эсир хăвăр ирĕкĕрпе килĕшекен професси суйласа илме пултаратăр. Шкултан вĕренсе тухсан тĕрлĕ хулана вĕренме каятăр. Юратнă профессин дипломне алла илсен обществăна кирлĕ çынсем пулса тăратăр. Сиртен хăшĕ хулара, хăшĕ ялта пурăнĕ. Ялта пурăнакансем хушшинче çăкăр ӳстерекенсем те пулĕç.
— Ҫăкăр çинчен, çĕр ĕçĕ çинчен поэтсемпе писательсем нумай çыраççĕ. Халĕ А. Воробьевăн «Ҫăкăр» сăввине итлесе пăхар. 

Ҫĕр чăмăрĕ евĕр çавра
Ҫĕн çăкăр куратăп умра.
Ун пичĕ — тин тухнă хĕвел.
Сасартăк çуталчĕ тĕпел.
Шăпланчĕ пӳрт пĕр си.
Пылланчĕ вĕри хир шăрши.

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ,
Савса хăналаççĕ: астив.
Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!
Мухтав сана тырă ăсти.

Ҫанталăк çулла сивĕ тăчĕ,
Ҫĕртес пек ислетрĕ йĕпе.
Тĕш мулăн кашни сумлă пăчĕ
Кăçал килчĕ мар-и хĕнпе?

Ěç ăнчĕ уйра мухтанмалăх.
Тимлерĕ Ҫĕр чаплă парне.
Савса хапăллать пирĕн халăх:
— Тутанăр чăваш çăкăрне!
Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн
Вăл — çăкăр.
Ун ячĕ çӳлте.
Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн
Куçать ун ăшши ман ӳте.

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.
Вĕрентнĕ пире ачаран:
«Нихçан çăкăртан ан пул аслă»
Саккун пек пулчĕ ялан...
— Халĕ тупмалли юмахсен тупсăмне тупатпăр.
1. Сар тинĕсре карап çӳрет. (Комбайн)
2. Ҫамки хура, чĕлхи хĕрлĕ. (Кăмака)
3. Чулпа хĕстереççĕ, кăварпа пĕçереççĕ, çĕçĕпе касаççĕ, çавăнпа та мана пурте юратаççĕ. (Ҫăкăр)
4. Ҫут тĕнчере мĕн мăнтăр? (Ҫĕр)
5. Алăсăр, урасăр юман тăрне хăпаратăп. (Квас йӳçни)
6. Лутра варта тăман çăвĕ. (Ҫăнăх аллани)
7. Ҫăкалăх витĕр юр çăвать. (Ҫăнăх аллани)
8. Мана хĕнеççĕ, çапаççĕ, касаççĕ, анчах та эпĕ веçех чăтатăп — çавăншăн çынна ырă тăватăп. (Ҫăкăр)
9. Шурă пуçлă шур ача лартсан лармасть, тăратсан тăмасть. (Чуста)
10. Хăй çаврака, тăваткал та, 
Тӳрĕ те, курпунлă та,
Сарă та, шурă та, хура та,
Ҫăмăл та, çемçе те, хытă та —
Хуть те мĕнле пулсан та
Кашни çынна пит кирлĕ. (Ҫăкăр)

— Халĕ доска патне тухмалла. Доска çинчи ӳкерчĕксемпе усă курса çăкăр пирĕн сĕтел çине мĕнле килсе çитни çинчен каласа памалла. (Анана сухаламалла, тырра акмалла, хурт-кăпшанкăпа çумкурăкĕсенчен тасатмалла, кĕр енне тырпул пулса çитсен вырмалла, çапмалла, тырра типĕтмелле, авăртмалла, çăнăхран чуста хумалла, çăрмалла, çăкăр пĕçермелле.)
— Пурнăçра ваттисен сăмахĕсем кирлĕ. Вĕсенче ăслă шухăшсем нумай. Эпир вĕсемпе час-часах усă куратпăр. Халĕ сирĕнпе çăкăр çинчен каланă ваттисен сăмахĕсене аса илер.
1. Ҫăкăр-тăвар хире-хирĕç.
2. Ҫăкăртан асли çук.
3. Ҫăкăрпа ан шӳтле. 
4. Ҫăкăр вырăнĕ сĕтел çинче.
5. Ҫăкăрта — пĕтĕм пурнăç.
6. Ҫăкăр пурне те пуçлăх.
7. Ҫăкăр пулмасан эпир те пулас çук.
8. Выçсан хура çăкăр та кулач пекех тутлă.
— Доска çинчи ваттисен сăмахĕсене ăнлантарăр. Вĕсем ыррине кăна вĕрентеççĕ. Ваттисен сăмахĕсене яланах асра тытмалла. 
— Доска çинче çăкăр ӳкерчĕкĕ. Кунта сирĕн çăкăр япала ячĕпе юнашар тăма пултаракан паллă ячĕсене çырмалла. (Ҫемçе, ăшă, кăпăшкă, тутлă, шурă)
— Ҫăкăр сăмах патне тата ырă паллă ячĕсем калама пулать. Эпир каланă пек лайăх çăкăр яланах пирĕн умра пултăр.
— Ҫĕр çинче çăкăр та çын пекех пĕччен мар иккен. Атьăр-ха унăн «тăванĕсем» çинчен аса илер. Мĕнсем-ши вĕсем? (Икерчĕ, кукăль, хуплу, пӳремечĕ, торт...)
— Ҫăкăр та, унăн «тăванĕсем» те аслă апат шутланаççĕ. Ҫавăнпа та пирĕн вĕсене, вĕсен кашни тĕпренчĕкне упрама пĕлмелле.

Ҫăкăр хакне пĕлмен этем нихçан
Ăнланас çук хĕрӳллĕ пурнăçа,
Хисеплемест пулсан çын çăкăра,
Ҫăкăр ăна пит хытă тавăрать.
Ҫавăнпала нихçан та манар мар,
Асаттесем е аттесем пекех
Ҫăкăртан ĕмĕр аслă пулар мар,
Упрар кашни пĕрче, тĕпренчĕке.
— Ҫăкăр икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕри — шурри, тепри — хури.
— Хура çăкăр усăллăрах. Шур çăкăр илемлĕрех, тутлăрах, анчах ун составĕнче витаминсем, тĕрлĕ тутлăхлă япаласем сахалрах. Апла пулсан хура çăкăр нумайрах çимелле. Унсăр пуçне, хура çăкăрта нерв системине кирлĕ витаминсем пур.

Пĕтĕмлетӳ

Ҫăкăр вăл — пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Ҫăкăртан асли çук теççĕ ваттисем. Ҫăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. Ҫăкăрсăр эпир пĕр кун та пурăнаймастпăр.

Ҫăкăр кирлĕ ирхине, 
Ҫăкăр кирлĕ каçхине, 
Ҫăкăр кирлĕ кашни кун — 
Ҫавăнта хăвачĕ ун.

Ҫăкăр пултăр кăпăшрах, 
Ҫăкăр пултăр пахарах, 
Ҫăкăр пултăр тутлăрах
Ҫăкăр пултăр яланах. (Н. Ыдарай)
— Ҫăкăр тума халăх питĕ нумай вăй хурать. Пирĕн, ачасен, çăкăр хакне ăнланмалла, ăна перекетлеме вĕренмелле. Ҫăкăр пуриншĕн те тĕп апат-çимĕç продукчĕ пулнине шута илмелле.
Алена Осипова, 
Аслă Аксу шкулĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев