Акăннă анасем пуян тухăç пуласса шантараççӗ
Июнь уйăхӗн пуçламăшӗнче районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче ятарлӑ комисси акнă лаптăксене йышăнчӗ
Унӑн ӗҫӗнче ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, Фаниль Халимов, управленийӗн уй-хир отраслӗн тата механизаци уйрăмӗн специалисчӗ Ильдар Камалов, «Россельхозцентрӑн» районти уйрӑмӗн начальникӗ Исламетдин Низамов, калчасене çумкурăксенчен тата хурт-кăпшанкăсенчен сыхлас енӗпе агроном Ильгиз Азизов, вырăнсенчи хуҫалӑхсен ертӳçисем тата тӗп агрономсем хутшӑнчӗҫ.
Комисси членӗсен умне акнă лаптăкӗсене, уй-хир ӗҫӗсен пахалӑхне хаклама тӗллев лартрӗç. Ҫурхи тата кӗрхи культурӑсен, нумай ҫул ӳсекен курӑксен шайне хакларӗç. Пай ҫӗрӗсене ӗçе кӗртнине, сухаланине, удобрени кӗртнине, ака нормисене пурнăçланине шута илчӗç. Хиртех специалистсем калчасен шайне, вӗсене мӗнле пӑхнине сӳтсе яврӗҫ, тишкернӗ кашни участокра уй-хир ӗҫне объективлӑ хак пачӗҫ, тӗрлӗ технологисен пахалӑхӗпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каларӗҫ.
...Тишкерӳ "Эталон - Агро" обществăн уй-хирне пӑхса тухнинчен пуҫланчӗ, унтан "Цильна" хуҫалӑхра, «П.В. Дементьев ячӗллӗ агрофирма» уй-хирӗсенче малалла пычӗ. Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов палӑртнӑ тӑрӑх, районти 44700 гектар акнă анасен 10130 гектарне – урпа, 15627 гектарне – ҫурхи тулӑ, 349 гектарне –кукуруза, 2777 гектарне – сахӑр кӑшманӗ, 2477 гектарне – хӗвелҫаврӑнӑш, 2447 гектарне – рапс тата ытти культурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫал ҫуркунне хӑйне евӗрлӗ пулнӑ пулин те, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем тата ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хир ӗҫне йӗркеллӗн пуҫӑннӑ. Тишкерӳ пӗтӗмлетӗвӗсенчен тухса, кӑҫал тухӑҫа хӑш-пӗр енчен халех прогнозлама пулать. Калчасен шайӗ лайӑх. Ҫуракипе уй-хир ӗҫӗсене технологи требованийӗсене пӑхӑнса пурнӑҫланӑ. Кӗрхи уйӑхсенче тӑпрана пахалӑхлӑн пурнăçлани, ака мероприятийӗсене вӑхӑтра ирттерни, минерал удобренийӗсемпе ӗҫе кӗртни, кӗрхи культурӑсене хушма апатлантарни лайӑх тухӑҫ пуласса шанассине ӳстернӗ.
Акни пӗр тӗрлӗ, ун хыççăн тата хурт-кăпшанкăсемпе, чир-чӗрсемпе кӗрешмелле, хушма апатлантармалла, йӑран хушшисене ӗçе кӗртмелле. Ҫак тӗллевпе хальхи вӑхӑтра çумкурăксене тата сӑтӑрҫӑсене хирӗç кӗрешесси малалла пырать. Калчасене йышӑннӑ чухне комисси Ҫӗпрел районӗнчи мӗнле культурӑсен сорчӗсене ытларах акмаллине те палӑртрӗ, хӑш-пӗр хуҫалӑхсен малта пыракан опычӗсене вӗренес тата вӗсене районта анлӑн усӑ курса ӗҫе кӗртмеллине пӗлтерчӗ. Сӑмахран, "Цильна" обществӑра выльăх апат хутӑшне акнӑ чухне, чи малтан ансат, анчах та питӗ усӑллӑ меслетпе усӑ курнӑ. Ака комплексӗнче пӗр сеялкӑпа пӑрҫа акнӑ, ытти агрегатсем вара хутӑш апат вӑрлӑхӗсене акнӑ. Хуҫалӑх директорӗ Барис Гафуров каланӑ тӑрӑх, темиҫе культура вӑрлӑхне пӗрле аксан, ҫак культурӑсем "пӑрҫана айванлатаççӗ", урӑхла каласан, ӳсме памаҫҫӗ. Апат хутӑшӗнче апат-ҫимӗҫ балансне пуянлатма кирлӗ пӑрҫа та пулни питӗ паха, теççӗ специалистсем.
Пӗтӗмӗшле тишкерӳ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх мӗнпур уй-хирте тенӗ пекех анасене лайӑх хак панӑ, ҫӗр ӗҫченӗсемпе механизаторсен ӗҫне пысӑка хурса хакланă. "Цильна" обществӑн (ертӳҫи Б.Гафуров) уй-хирӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, комисси ку хуҫалӑх пысӑк ҫӗр ӗҫ культурин хуçи пулнине палӑртрӗ. Уй-хирсем таса, çумкурăк ҫук. Ҫӗр ӗҫченӗсем, вӑтам сыпӑксен ертӳҫисем хӑйсен ӗҫӗ ҫине тӳрӗ кӑмӑлпа пӑхни ăмсантарать, кӑҫал та вӗсем пысӑк тухӑҫ илессине шанни палӑрать.
– Паянхи кун тӑпрара нӳрӗк ҫителӗклӗ, – тесе палӑртрӗ районти агроуправленийӗн пуҫлӑхӗ Т.Халитов. – Халӗ пӗтӗм вӑя калчасене пăхма, нумай ҫул ӳсекен курӑксен пӗрремӗш хутне хӑвӑртрах çулса илме ярас пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев