Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫак эрнере тата пӗр район ҫынни коронавирус лектерни паллӑ пулчӗ

Тутарстанра коронавируспа  чирлекенсен талӑкри  кӑтартӑвӗ чаксан та, веçех пӗтмерӗ.

Районта та  ку ҫаплах. Ҫак эрнере тата пӗр район çынни хăйӗнче коронавирус пулнине уçăмларӗ. Район центрӗнчи больницăри  вӑхӑтлӑх госпитальте те паянхи кун 24 ҫын пневмони чирӗнчен сипленет.

Чире хирӗҫ прививка тăвасси те малалла пырать. 600-е яхӑн район ҫынни ҫак процедурӑна иртнӗ. Прививка  тутарма кашнинех, 60 ҫултан иртнӗ  аслӑраххисене, сӗнеççӗ. Вакцина тутаракансенчен те ытларахăшӗ аслă çулсенчисем иккен. Çакăн çинчен районти тӗп больница врачӗ Надир Тагиров пӗлтерет.

– Коронавирус вӑраха кайнă чирсене хускатнипе, çивӗчлетнипе, хӑрушӑ. Ҫакна ӑнланакан тата хăйӗн сывлӑхӗшӗн тăрăшакан  аслă çулсенчисем  активлă майпа прививка тутараççӗ, – тет вӑл.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев