Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Айрат Залялов «Ăҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ!» çын

Телей самантсенчен тӑрать

Айрат Фиркатович Залялов -1965 ҫулхи январӗн 23-мӗшӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ.

Пӗлӗвӗ: Аслӑ пӗлӳллӗ. 

Ӗҫ-хӗлӗ:

1988-1996 ҫулсенче — Ҫӗпрел районӗнчи санэпидстанцийӗн эпидемиологи пайӗн заведующийӗ. 
1996-1998 ҫулсенче — Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх санитарипе эпидемиологи надзорӗн заведующийӗ.
1998-2001 ҫулсенче — Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх санитарипе эпидемиологи надзорӗн центрӗн тӗп врачӗ. 
2001-2005 ҫулсенче — Ҫӗпрел районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ҫумӗ. 
2006 ҫултан пуҫласа хальхи вӑхӑтра Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ.

Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Фиркатович Залялов 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӑван çӗр çинче ӗçлесе пурăнассине халалланӑ ҫынсенчен пӗри. Ҫакӑнпа вӑл хӑй те питӗ мăнаçланать.

«Ӗлӗкрех аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, тӗрлӗ хуласене, районсене ӗçе направленипе ярасси пурччӗ. Эпӗ вара, урӑх ҫӗре янине пӗлсен, тăван енӗме — Ҫӗпрелне таврӑнас килет, тесе институтăн ертӳçи патне кӗнӗччӗ», — тесе аса илет вӑл. 

Аслӑ пӗлӗвне вара, Айрат Фиркатович, Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнчен питӗ лайăх паллăсемпе кăна вӗренсе тухнӑ хыççăн, Хусанти патшалăх медицина институтӗнче илет.

Ӗҫ çулне 1998 ҫулта районти санитарипе эпидемиологи станцийӗн пайӗнчен пуҫласа ярать. Патшалăхăн тӗп санитари врачӗ таран çӗкленет. Паллах, ӑна ҫутҫанталӑк панă ҫирӗплӗхӗ, пур ҫӗрте те малта пулас кӑмӑлӗ, ӗҫченлӗхӗ тата ытти нумай паха енӗсем пулӑшаҫҫӗ. 

2001 ҫулта, ӑна, паян та çак ӗçе пурнăçлакан — Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ пулма палăртнăччӗ. Çирӗп, принциплӑ ертӳçӗ ертсе пынипе социаллӑ, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, общество, спорт, шутласа кайсан, тата та нумай çул-йӗр енӗпе ыйтусене татса параҫҫӗ. Район шайӗнчи пӗр мероприяти те вӑл хутшӑнмасӑр иртмест.

Ҫак должность районти ҫамрӑксене воспитани, ваттисен йӑлари ыйтӑвӗсене татса парасси, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ, пулăшу кирлӗ пулнă ҫынсене пулӑшу памалли ҫул-йӗрсене шырасси те çак ӗҫе кӗрет. 

Пӗр сӑмахпа каласан, чылай пысӑк ӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех, ӗҫе тивӗçлӗ шайра тата паянхи тапхăр лартнӑ тӗллевсене çӳллӗ шайра илсе пырасси районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗнчен тата кашни ыйтура компетентлӑх кӑна мар, пултаруллӑ организатор пулма та ыйтать. Ҫавӑнпа та унӑн ӗҫ кунӗ сехетсем ҫине мар, минутсем ҫине пайланнӑ.

Хӑй те тӗрӗслӗхе юратакан, ӑна ыттисенчен те çакна ыйтакан ертӳçӗ районта пурӑнакансем хушшинче тивӗҫлӗ авторитетпа усӑ курнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Паянхи куна вӑл питӗ лайӑх ҫитӗнӳсемпе, паллах, çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа кӗтсе илет.

Ҫакӑн валли вырăн та, ҫирӗп никӗс те пур. Уйрӑммӑн илсен, унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ, ун ҫинчен нумай Хисеп хучӗсемпе Тав ҫырӑвӗсем çирӗплетеҫҫӗ. 

«Тутарстан Республикин социаллӑ хӳтлӗх парассин тава тивӗҫлӗ ӗçченӗ» ята тивӗçлӗ пулни, «Муниципаллă управленийӗн ӗçӗнче тăрăшакан чи лайăх ӗçчен» республика конкурсӗн «Социаллӑ аталану» номинацийӗн çӗнтерӳçи пулни, «Хусан 1000 ҫул тултарнӑ ятпа» медалӗ, РФ оборона Министерствин «Çар туслӑхне ҫирӗплетнӗшӗн» медалӗ, РФ Шалти ӗçсен министерствин 2-мӗш степеньлӗ «Службӑра палӑрнӑшӑн» кăкăр çине çакмалли палли, Тутарстан Республикин санитарипе эпидемиологи надзорӗн патшалăх комитечӗн, Тутарстан Республикин Культура министерствин Хисеп грамотисем, «Тутарстан Республикин муниципаллă пӗрлӗхӗсен Совечӗ» Ассоциацийӗн, ТР Патшалӑх Совечӗн, ТР Министрсен Кабинечӗн Тав çырăвӗсем, тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсен Дипломӗсемпе наградăланни те пысăк парнесен пӗр пайӗ кăна. Вӑл тата Тутарстан Республикинчи 3-мӗш класлă патшалӑх советникӗ те.

Айрат Фиркатовичӑн ырӑ ӗҫӗсем ăмсантараççӗ, ҫемье пурнӑҫӗ те кӑтартуллӑ пулса тӑрать. Студент ҫулӗсенченех мӑшӑрланнă, Тутарстан Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ пулса тӑнă, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне халӑх сывлӑхӗшӗн халалланӑ хӑйӗн мӑшӑрӗпе Гульсина Гарифулловнапа икӗ ывӑл пăхса ӳстерчӗç, аслă пурнăç çулӗ çине кăларчӗç, паян вӗсем ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса пурăнаççӗ. 

«Мӗн вӑл телей?», тесе шухӑшлатпӑр час-часах. Айрат Фиркатович Залялов ҫак ӑнланӑва тӑван ҫӗр ҫинче пурӑннă, хӑйӗн халӑхӗшӗн ӗҫленӗ тата, паллах, хӑй хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йӗр хӑварма пултарнă самантсемпе туллилентерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев