Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Айдарăн çутă сăнарӗ пирӗн асра упранӗ

Ятарлă операци вӑхӑтӗнче пурнăçӗ татăлнă Айдар Дамировичпа сывпуллашу пулчӗ

 

Айдар Дамирович Газимов  - ятарлă çар операци вăхăтӗнче пуç хунă тăххăрмӗш район çынни.

Айдара юлашки ҫула ӑсатакансем вӑл яланах уçă кӑмӑллӑ тата пулăшма хатӗр пулнине палӑртрӗҫ. Хуйхăллă митингра тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикипе Ульяновск облаçӗн патшалăх пурлăхӗн управленийӗн федераци агентствин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов, Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин, Айдар службăра тăнă çар чаçӗн офицерӗ Марсель Аббазов, воин-интернационалистсем, тӑванӗсем, вӗрентекенӗсем, унпа пӗр класра вӗреннисем тӑванӗсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине палӑртрӗç.

– Пирӗн ентешсем-каччăсем Тӑван çӗршывшӑн служить туса, Паттӑрлӑх тӗслӗхне кӑтартаҫҫӗ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ Айдар Газимов, ҫамрӑк пулин те, Тӑван çӗршыв умӗнче хӑйӗн таса тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗ, халăхăн интересӗсемшӗн, пурнӑҫне шеллемерӗ. Унӑн паттӑрлӑхӗ пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех упранӗ! Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӑтӑмлӑх сунатӑп, – терӗ Марат Ринатович.

Тутарстан Республикипе Ульяновск облаҫӗн патшалӑх пурлăхӗн управленийӗн федераци агентствин регионсен хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов Айдар Газимовӑн паттӑрлӑхӗ пуриншӗн те тӗслӗх пулнине палӑртрӗ. «Пирӗн ҫар çыннисем, халăха пысăк хуйхă ан килтӗр тесе, хӑйсем умне лартнӑ задачӑсене чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек патриот ывӑлсем ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене тав тăватпăр. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав!», – терӗ вӑл.

Марсель Аббазов: «Айдар ятарлă операци пуҫлансан, хӑй ирӗкӗпе  унта кайнӑ чӑн-чӑн, хӑюллӑ салтак пулчӗ. Пур енчен те вӑл хӑйӗн ҫарти юлташӗсемшӗн те тӗслӗх пулчӗ».

Рушанияпа Дамир Идрисовсен ҫемйи Айдарпа унăн йӑмӑкне Альбинӑна усрава илсе ӳстерет. Çемье çине йăтăнса аннă хуйхă, чӗре ыратăвне пусарма сӑмах тупайманни ҫинчен Марс вӑтам шкулӗн директорӗ Гульназ Шарафутдинова та каласа иртрӗ.  

– Айдарпа Альбинăна Идрисовсен ҫемйи яла илсе килнӗ чухне ачасем пӗчӗкçӗччӗ-ха. Эпир, ял ҫыннисем, пӗрре пӑхсах, ачасене юратса пăрахрăмăр. Рушанияпа Дамирӑн ывӑлӗ те, хӗрӗ те, ачасен ашшӗ-амӑшӗ пулнишӗн питӗ савăнтăмăр. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа ҫемье тулли пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӗ. Айдар ашшӗ-амӑшӗн çумӗнче, вӗсен ăшшине туйса, йӑла-йӗркене упраса, ӗçе юратакан, ашшӗн Дамирăн пулăшаканӗ пулса çитӗнчӗ. Вӑл кашни ӗҫ ҫине яваплă пӑхрӗ. Шкулта та тӑрӑшса вӗренчӗ,  яланах пулăшма хатӗрччӗ, спорта юратрӗ. Ӑслӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, тӗрӗслӗхе юратакан пулчӗ. Унӑн ачаш та уҫӑ сăнарӗ нихҫан та пирӗн куҫ умӗнчен çухалмӗ. Тӑван çӗршыв умӗнче хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласан та пулин те, вӑл контрактпа службӑна малалла тӑсрӗ. Çак йышӑну вăл чӑн-чӑн патриот пулнине ҫирӗплетрӗ. Вӑл пирӗн мӑнаҫлӑхăмăр, ҫамрӑк ӑрушӑн – ырӑ тӗслӗх. Айдар, вырăну çӑтмахра пултӑр! –  терӗ вӑл.

Айдара хӑй ӳссе ҫитӗннӗ тӑван ялне – Анат Хураката масарне пытарчӗҫ. Вӑл 23 ҫултаччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев