Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Афганистан ахрăмӗ: пирӗн ăна манма юрамасть!

Паллă дата

 

1989 ҫултан пуçласа февралӗн 15-мӗшне ҫӗршывра афганецсен кунӗ пулнă май паллӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра Совет ҫарӗсене Афганистан Республикинчен кăларасси пуҫланчӗ.  Кӑҫал ҫак историллӗ датăна – 34 ҫул пулчӗ.

Афган вӑрҫинче Тутарстанран 9570 çын хутшӑннӑ, 260 салтак вилнӗ, 233шӗ инвалид пулса, 546шӗ аманса тата контузи илсе таврăннă. Ҫӗпрел районӗнчен 219 салтак çак вăрçа каять, вӗсенчен вуннӑшне тӑван килӗсене ырă-сывă таврӑнма пӳрмест.

Афган вӑрҫи ку таранчченех нумайӑшне ыйхӑран чӗтреттерсе вӑратать, нумайӑшӗсен чӗринче ӗмӗрлӗх суран пулса сыхланать. Çак кунсенче районта Афганецсен кунӗ ячӗпе шкулсенче, культура вучахӗсенче тӗрлӗ мероприятисем, спорт турнирӗсем йӗркелерӗç, ҫак вăрçă витӗр тухнă çар çыннисем пӗр-пӗринпе тӗл пулчӗç, асаилӗвӗсене çӗнетрӗç.

Кăçал районта çак историллӗ датăна халалланă тӗп мероприяти, яланхи пекех, Геройсен Аллейинче Афганецсене халалласа лартнă палăк умӗнче иртрӗ.

Кăçал та митинг пуҫланас умӗн афганецсем район центрӗнчен автомобильсемпе хускалса, уява тӗрлӗ сăлтавсене пула тухайман, килеймен хӑйсемпе пӗр çултисен, вилнисен ашшӗ-амӑшӗсен, тӑлӑх арӑмӗсен халӗсене пӗлсе, парнесем парса тухрӗç. Унтан Афганецсен палӑкӗ умне асаилӗвӗсене чун-чӗрисенче çӗнетсе, чечексем хучӗҫ. Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçӗсене хунă салтаксене аса илсе, пӗр минут хушши шăп тӑчӗҫ.

 

Афганецсен кунне халалланă мероприяти «Созидание» клубра малалла тăсăлчӗ

 

«Созидание» çамрăксен клубӗнчи иртнӗ мероприятире Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:

– Паян эпир Афганистан территорийӗнчен Совет ҫарӗсене илсе тухнӑранпа 34 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр, çав инҫетри вӑрҫӑра паттӑрла пуçӗсене хунă хамӑр ентешсене тепӗр хут аса илетпӗр. Вӗсен паттӑрлӑхӗ, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнни чи пысӑк хисепе тивӗҫ, – терӗ.

Район пуҫлӑхӗ çар юхăмӗнче хутшăннă ветерансем патриотла воспитани памалли тӗслӗх  тесе çирӗплетрӗ, районăн обществӑлла пурнӑҫне вӗсем хастар хутшӑнни çинчен каласа иртрӗ.

Вӗсене, ҫар юхăмӗн организацийӗн ертӳҫипе Виктор Петуховпа пӗрле, активлă афганецсене медальсем, Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗнчен Тав ҫырӑвӗсене çак кун Петр Хрисанов, Петр Бильдяков, Ильгам Каюмов, Радик Хаярова, Замир Юсупов тивӗçрӗç.

«Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнине – 90 ҫул» медальпе Виктор Митрошкин, Раис Шакуров тата Олег Журавлев парнеленчӗç. Украина территорийӗнче çар операцийӗнче хутшăнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухма спонсор пулăшăвӗ панăшăн Владимир Лысова, Ирек Яфизова медальсем парса чысларӗç. Ҫавӑн пекех, ытти афганецсене те Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.

Парнесем парасси афганецсене халалласа юрланă юрăсемпе ылмашăнса пычӗ. Çак вăрçă çинчен юрăсем Афган ахрăмне чӗресенче çӗнетрӗ. 

 

Иван Дергунов, Нурислям Кучатков, Геннадий Лелюков: 

– Чӑннипе те, паян пирӗншӗн питӗ хумхануллă кун. Эпир вӑрҫӑ çулӗсене пӗрле ирттернӗ юлташсене аса илетпӗр. Пурте тенӗ пекех çар службине 1980 ҫулта кайнă, чикӗ тăрăхӗнче службăра тăрса, унтан Афганистана кӗнӗ салтаксем. Пирӗнтен чи ҫамрӑкки паян 53 ҫулта пулсан, чи аслисем ӗнтӗ 70 çултан та иртнӗ. Шел, анчах паянхи кун та пирӗн ҫӗршывра лӑпкӑ мар. Районăн каччисем Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцинче хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе тата килӗсене ырă та сывă таврӑнма сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев