Хыпарсем

Ăçта та хăвăн çулу пултăр

Хирӗçле çул полоси ҫине тухассипе ҫыхӑннӑ административлӑ правăна пăсассине профилактикăлас тата асӑрхаттарас тӗллевпе июнӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 9-мӗшӗччен Тутарстанра, ҫав шутра пирӗн районта та, «Хирӗçле çул полоси» профилактика мероприятийӗ иртет.

— Раҫҫей Федерацийӗн ҫул-йӗр юхăмӗн правилисемпе килӗшӳллӗн, умри автомашинăран иртсе кайма хатӗрленекен водитель хирӗç çул пушă пулнине, иртсе кайнӑ чухне ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансемшӗн хӑрушлӑх çуккине тата ытти автомашинăсене чăрмав кӳменнине ӗненсен çеç хирӗç çул çине тухма пултарать. «Обгон запрещен» ҫул-йӗр паллин зонинче тӑвалла хӑпарнă чух, хӑрушӑ пӑрӑнусенче тата тулли мар курӑнакан вырӑнсенче иртсе кайма юрамасть, — тесе ăнлантарать Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов. 

Автоинспектор палăртса иртнӗ тăрăх, водителе çак требованисене пӑснӑшӑн пилӗк пин тенкӗ административлӑ штраф хураççӗ, е транспорт хатӗрӗсене тӑватӑ уйăхран пуҫласа ултӑ уйӑхчен тытса пыма правасӑр хӑвараҫҫӗ.

Енчен те административлӑ правӑна тепӗр хут пӑсас пулсан, транспорт хатӗрӗпе çулталăка çӳреме чараççӗ. Кунсӑр пуҫне, административлӑ яваплăх тытнă тата транспорт хатӗрӗсемпе çӳреме правӑсӑр тӑратса хӑварнӑ ҫын, е ҫав ӗҫсене тунӑшӑн судпа айӑпланă ҫын, виҫӗ ҫул хушши транспорт хатӗрне тытса пыма ирӗклӗхсӗр тӑрса юлма пултарать.
Ҫӗпрел районӗнчи автоинспекторсем ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине аса илтерсе, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаççӗ.


Нет комментариев