Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлӗ пулнă
Виçӗ аслă пӗлӳллӗ журналист тивӗçлӗ канăва тухсан та çавăн пекех хастар
Çак кунсенче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ Геннадий Николаевич Карсаков 70 çулхи юбилейне паллă турӗ.
Геннадий Карсаков Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснӗ. 1971 çулта ялти 8 çул вӗренмелли шкула пӗтерсен, малалла Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Улхаш шкулӗнче вӗренсе тухнă хыççăн, Канаш хулинчи педагогика училищине вӗренме кӗрет. Вӗреннӗ çӗртенех ăна салтака илеççӗ. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçласан, Канашри педагогика училищӗне таврăнса, унтан 1978 çулта вӗренсе тухать, кӗçӗн классен вӗрентекенӗ пулса тăрать. Районти шкулсенче икӗ çул ӗçленӗ хыççăн, çамрăк вӗрентекен ӗçленӗ хушăрах Хусанти патшалăх педагогика институтӗнчен куçăн мар майпа вӗренсе тухать, историпе обществоведени вӗрентекенӗн специальноçне алла илет. Обществăлла ӗçе хастар хутшăннăран, Геннадий Николаевича 1984 çулта партин Çӗпрел районӗнчи район комитетне пропагандăпа агитаци уйрăмне инструктор пулса ӗçе илеççӗ. Кунта ӗçленӗ хушăра Геннадий Карсаков Тутарстан обкомӗ çумӗнчи марксизм-ленинизм университетӗнче, каярах Çурçӗр Кавказ социаллă политика институтӗнче вӗренсе иккӗмӗш тата виççӗмӗш аслă пӗлӳ илет.
Бауман ячӗллӗ колхозра партком секретарӗ, унтан 6 çул хушши Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ пулса ӗçлет. 1997 çултан пуçласа Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче директорăн воспитани енӗпе çумӗнче тăрăшать, историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет.
Халӗ вара Геннадий Николаевич тивӗçлӗ канура.
Геннадий Карсаков канăçсăр çын. Вăл хуть ăçта ӗçлесен те, тӗп тивӗçӗсемсӗр пуçне, яланах обществăлла ӗçе те хастар хутшăнать, халӗ те çаплах. Оставкăри аслă лейтенант пулнă май, шкулта вăл ачасене патриотла воспитани парас енӗпе те ырми-канми тăрăшать. Геннадий Карсаков, шкулти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи пулнӑ май, 1997 ҫултанпа тӑван ял историне тӗпчеме хастар пулӑшать, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ 2 кӗнеке авторӗсене Николай Казаковпа Николай Ларионова практика пулӑшӑвӗ парать. Истори учителӗ пулнӑ май, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем – ҫӗнӗ Йӗлмел ентешӗсем ҫинчен шкулта «Вилӗмсӗр полк» йӗркелеме портретсемпе сведенисем шырама сахал мар вӑй хурать.
Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ӗç тата вăрçă ветеранӗсен совечӗн ертӳçи те вăлах. Халăха спорта явăçтарас енӗпе те нумай тăрăшать Геннадий Николаевич. Ялта, районта пулса иртекен мероприятисем çинчен районти «Тăван ен», республика хаçачӗсене те тăтăшах çырса тăрать. Вăл ТР Журналистсен союзӗн, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн членӗ. Кунсăр пуçне Геннадий Николаевич Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗн, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Йӗлме» ансамблӗн членӗ – юрлама-ташлама та ăста. Чи аслӑ купӑсҫӑ тата солист пулнӑ май, ҫак кунсенче районта иртнӗ Тутарстан Республикин Чӑваш рекрут юррин республикӑри фестиваль-конкурсӗн суйлав турне хутшӑнса, унта «Никрут юрри» конкурсăн 2-мӗш степеньлӗ Дипломпа тивӗçлӗ пулчӗ.
Ӗçне кура хисепӗ те пур – Геннадий Николаевичăн тӗрлӗ Тав тата Хисеп хучӗсен, медальсен шучӗ те çук.
Геннадий Николаевич мăшăрӗпе Нина Витальевнăпа пӗрле хӗрпе ывăл çуратса ӳстерчӗç. 44 çул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ. Тăрăшуллă ашшӗ, аслашшӗ Ульяновск хулинче пурăнакан хӗрне Маринăна, ывăлне Вячеслава, çавăн пекех, мăнукӗсене Сергее, Глебпа Кирăна пысăк тимлӗх уйăрать.
– Ял çыннисем хушшинче хисепре вăл, районӑн общество пурнӑҫне ялан хастар хутшăнать. Геннадий Николаевич пек активистсем ялта нумайрах пулсан, ялти пурнӑҫ пӗлтерӗшлӗ те интереслӗрех пулнӑ пулӗччӗ, – тет Ҫӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков та ун çинчен.
«Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă», – текен ваттисен каларăшӗпе килĕшӳллĕн, Геннадий Карсаков, пурнăçран илем тупса, ялăн, районăн обществăлла пурнăçӗпе интересленсе, малалла ăнтăлать.
Геннадий Николаевича хам ятран тата «Хӗлхем» халăх ансамблӗн ушкăнӗн ятӗнчен юбилейпе саламлатăп, пурнăç çулӗпе нумай-нумай çул утма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, тулли телей, тӗнчери мӗнпур ыррине сунатăп.
Зоя Кузнецова, «Хӗлхем» халăх ансамблӗн членӗ.
Эпир те, «Туган як» – «Тăван ен» хаçат редакцийӗн ӗç коллективӗ, штатра тăман хастар корреспондетăмăра Геннадий Николаевич Карсакова юбилейпе ăшшăн саламлатпăр, паянхи хастарлăх, ĕçченлĕх, тараватлăх, ыр кăмăллăx нихăçaн та ан иксĕлтĕр. Малашне те пултарулăхра çӗнӗ çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев