Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачасен пултарулăхӗ

Аслă Аксури вăтам шкулта питĕ пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Вĕренӳре çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунисĕр пуçне вĕсем ытти ĕçсенче те тăрăшуллă. Пĕрисем спортра хастар, теприсем – юрра-ташша ăста, виççĕмĕшсем вара сăвă-калав çырма кăмăллаççĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрисемпе сире те паллаштарасшăн.

 Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Н.Ярмушова.

Чăваш чĕлхи                                       

Юрататăп тăван чĕлхене –

Ăна панă пире анне.

Мĕн чухлĕ чĕлхе çĕр çинче –

Хăш-пĕри именет пуплеме.

Чăваш чĕлхи – эс пирĕн чĕлхе.

Ĕç çинче, килте те инçетре.

Ача-пăчана пуплеме

Упрар темиçе ĕмĕре.

Маша Егорова.

 

Тăван чĕлхе

 

Тăван чĕлхе – чи аванни,

Тăван чĕлхе – чи çепĕççи.

Тăван чĕлхе  кашнийĕн пур.

Ăна илтсен – хĕмленĕ чун.

Юрат, юлташ, ху чĕлхӳне.

Пупле унпа эс кулленех.

Нихçан ан ман ун хăватне.

Чĕлхе пулсан  – эс хисепре.

Оксана Молгачева.

 

Анне чĕлхи

 

Тăван чĕлхе – анне чĕлхи!

Тăван чĕлхе – атте чĕлхи!

Эс вăй паран, çунат хушан,

Тăван чĕлхе, янра ялан!

Петр Квасов.

 

Аннеçĕм

 

Манăн анне чи вăйли,

Сăпайли те чи хитри.

Анне пире юратать,

Лăпка-лăпка ачашлать.

Юрататăп аннене,

Вăл илемлĕ те хитре.

Юрататăп аннене.

Чи юратнă çын – анне.

Ĕçлемешкĕн пултарать.

Тепĕр чухне ывăнать.

Пултаруллă та ăста

Пулас килет манăн та.

Маша Егорова.

 

Юратнă çын – анне

 

Чи юратнă çын – анне.

Эс – чи çывăх çын, анне.

Çупăрлатăн эс мана,

Ыталатăп эп сана

 

Ăшă çил пек эс, анне,

Çут хĕвел пек эс, анне.

Анне сăмах темрен ăшă,

Аннен чунĕ пулмĕ пушă.

 

Саламлатăп эп сана

Сан  пысăк уявупа.

Ырлăх, сывлăх, ăнăçу –

Ĕмĕр пурăн пыл та çу.

Кристина Молгачева.

 

Тăван аннеçĕм

 

Тăван аннеçĕм эсĕ манăн,

Сана юратăп яланах.

Эс те юратнине туятăп

Савса ӳстертĕн ачаран.

Анне, нихçан та эс ан ватăл,

Пул чечек пекех эс хитре.

Сана нихçан та кӳрентермĕп –

Шав çиçтĕр кулă сăн-питре.

Алексей Прокопьев.

 

Тăван енĕм

 

Тăван енĕм ман, тăван тавралăх,

Эс хитре те хӳхĕм-çке ялан.

Сана савăнса, савса пăхмалăх

Вăрману, хирӳ те пур-çке сан.

Çакăнта çуралнă эпĕ, ӳснĕ.

Тăвансем те манăн çакăнтах.

Вĕсен ăшшинче  эпĕ канлĕ ӳснĕ.

Тăван енĕм манăн чунăмрах.

Тăван вырăн – маншăн чи пахи вăл,

Аттепе анне – чи лайăххи…

Çакăнтах хакли ниçта та çук пуль.

Ман шутпа çак туйăм - чи кирли.

Снежана Никифорова.

 

Юратнă çĕршывăм

 

Юратнă çĕршывăм,

Юратнă тавралăх!

Эс тус та, тăван та,

Эс – манăн тупра.

Сана эп саватăп,

Чунтан юрататăп,

Паян та, ыран та

Эс манăн асра.

Юратнă çĕршывăн

Илемĕ те урăх,

Çанталăкĕ çутă,

Хĕвел сарăрах.

Юратнă çĕршывăн

Пуянлăхĕ тулăх,

Вăрман симĕсрех,

Шывсем тарăнрах.

Юратнă çĕршывăм!

Юратнă тавралăх!

Чечеклен те эс пурăн

Пуринчен аванрах!

Аня Искендерова.

 

Манăн ял

 

   Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Яла икĕ пая пайласа пĕчĕк юхан шыв юхать. Пирĕн ял таврашĕнче вăрман пур. Ял  варринче вара икĕ хутлă пысăк çурт вырнаçнă. Ку çуртра шкул, ача сачĕ, медпункт тата ял совечĕ вырнаçнă. Инçех те мар клуб ларать. Нумаях пулмасть юсанăскер, вăл тултан та, шалтан та питĕ илемлĕ. Унта тĕл пулусем, концертсем пулаççĕ. Çырма хĕрринче – чиркӳ çурчĕ, кăшт аяларахра часовньăпа çăл пур. Ку вырăна ял халăхĕ сиплĕ шыв илме çӳрет.  Хитре пирĕн ял. Эпĕ ăна питĕ юрататăп.

Дима Ярмушов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев