Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ачасен çуллахи канăвӗ

Ачасен ҫуллахи канӑвне усăллӑ та интереслӗ ирттересси аслисен тивĕҫĕ.

Шкул ҫумӗнчи кану лагерӗсене, ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем те музей пурнӑҫӗпе интересленни питĕ паха, ачаранах культурӑна ӑса хывса ӳсни тавракурӑма аталанма пулӑшӗ. Музейра та вĕсем яланах кӗтнӗ хӑнасем.

Июнӗн 17-мӗшӗнче, Тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗн шайӗнче, музейре Упири вӑтам шкул ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетекен «Хӗвелĕм» лагерьте канакансем валли «Хресчен хатӗр-хӗтӗрӗ, савӑт-сапа. Чӑваш пӳрчӗн йӑла-йӗркин предмечӗсем» музей урокĕ  иртрĕ. Тĕллевĕ ачасене ӗлӗк-авал пурӑннӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркин япалисемпе паллаштарассиччĕ.

 Ачасем пирĕн  асатте-асаннесем авал ҫурлапа, кĕвентепе, ухватпа, сӑмаварпа, ҫӑпатапа, тӑм чӳлмекпе, ҫу уҫламалли хатӗрпе, кӑмрӑк утюгĕпе мĕнле усӑ курнине вӑйӑ урлӑ паллашрĕҫ, паян килте вĕсемпе усӑ курнине шĕкĕлчерĕҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене шырарĕҫ.

 

 

 

Реклама

 

Июнӗн 23-мӗшӗнче Упири ача садӗнчи шӑпӑрлансем валли, Пӗтӗм тӗнчери Олимп кунне халалласа, «Сывӑ ҫыншăн – пурте сывӑ!» вӑйӑ мелӗсемпе музей урокӗ иртрĕ. «Лайӑх кӑмӑл-туйӑм», «Усӑллӑ – усӑллӑ мар» вӑйăсем выляса, хутсем ҫине ӳкерчĕксем ӳкерсе илемлетрĕҫ.

 «Сывӑ ӳт-пӳре – сывӑ ӑс-тӑн», тесе калани ахаль мар, яланах сывлӑха упрамалла, сывӑ пурнӑҫ йĕркине тытса пымалла.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев