Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачасем ҫул-йӗр правилисен вӗренеççӗ

ГИБДД статистики тӑрӑх, шӑпах каникул вӑхӑтӗнче ачасем хутшӑннипе ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ ӳсет.

Июль пуҫламӑшӗнче районти автоинспекци ӗçченӗсем «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» ГБУ Пăвари уйрӑмӗпе пӗрле, районти шкул ҫумӗнчи лагерьсенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе мероприятисем йӗркелерӗҫ, ҫуллахи лагерьсенче канакан ачасемпе калаҫусем ирттерчӗҫ.

Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ «Солнышко», Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри «Родничок»,  1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнчи «Солнышко» ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсенче, ҫул-йӗр правилисене халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ. Калаҫусем ирттерчӗҫ, ачасем кроссвордсене кăмăлласах тупрӗҫ, ыйтусене хирӗҫ хуравларӗç, хаваслӑ вӑйӑсем вылярӗҫ, ҫул-йӗр правилисене халалланӑ мультфильмсем пӑхрӗҫ. Мероприяти пынӑ вăхăтра ҫамрӑк велосипедистсем çине уйрӑмах тимлӗх уйăрчӗç. Автоинспекторсем 14 ҫула ҫитичченхи ачасене велосипедпа транспорт çулӗ çине тухма, çул урлă каçма юраманнине, ҫавӑн пекех велосипеда тӗртсе, ҫул урлӑ ҫуран каҫма кирлине те аса илтерчӗҫ. Мероприяти вӗçленес умӗн ачасене патруль машинипе паллаштарчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансене пурне те çул-йӗр патруль службин машинин рулӗ умне ларма май пачӗç.

Унтан полици ӗçченӗсем мӗнпур ачасене ҫул-йӗр правилисем енӗпе брошюрӑсем тата асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ (ӳкерчӗкре).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев