Ачасем те, аслисем те хутшăнчӗç
Районта, ҫавӑн пекех, мӗнпур ял тӑрӑхӗсенче спорт уявӗ – «Тутарстан кросӗ – 2020» иртрӗ
Çак мероприяти 2004 ҫултанпа иртет. Кӑҫалхине ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул, район йӗркеленнине 90 ҫул çитнине халалланă, «Добрый дворик» проект та унта кӗнӗ.
Ҫӑмӑл атлетика кросӗ – хутшăнакансен шучӗпе тата ҫӗршыв территорийӗнче географи тытӑмӗ енӗпе чи масштабли. Ӑмӑртусенче тӗрлӗ шайра хатӗрлӗхлӗ пулнă тӗрлӗ ҫулсенчи çынсем хутшӑнаççӗ. Мероприяти Раҫҫей тата Тутарстан Республикин пӗлтерӗшлӗ пулӑмне çаврăнса пырать.
Пирте иртнӗ ăмӑртусене уçса, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов мӗнпур хутшӑнакансене спорт уявӗпе саламларӗ, хутшăнакансене лайӑх кӑмӑл-туйӑм тата ҫитӗнӳсем сунчӗ.
Старта районти чи кӗçӗннисенчен пуçласа аслă çулсенчи çынсем: ача сачӗн воспитателӗсем, шкул ачисем, студентсем, организаци тата предприяти ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех, пенсионерсем тухрӗҫ.
Чи хăвăрт чупакансем дипломсемпе, ҫавӑн пекех, медальсемпе парнеленчӗç. Ӑмӑртусенче чи ҫамрӑк тата чи аслă çулсенчи хутшăнакана вара парнесем пачӗç. Мероприятире, ҫавӑн пекех, спортсменсене «Ӗҫе тата оборонăна хатӗр» текен кăкăр çине çакмалли ылтӑн паллӑсем пачӗҫ.
Призсене ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн ертӳçи Евгений Иванцов хатӗрленӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев