Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ачасем пушар сӳнтерекен чаçра

01

Районти пушар сӳнтерекен чаçра «Акчарлак» лагерӗнче канакан ачасемшӗн   «Эпӗ хӑрушсӑр канушӑн!» ятлă экскурси-мероприяти иртрӗ. Мероприятире Анат Камăран инспектор участокӗн представителӗсем те хутшӑнчӗҫ. Мероприятийӗн тӗллевӗ, ачасене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тата шывсем ҫинчи хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен ăнлантарассиччӗ.

Пушар сӳнтерекен тата хăтаракан уйрăмăн начальникӗн çумӗ Ильвир Салахов хӑйсен професси, унӑн историйӗ ҫинчен каласа пачӗ, ачасене пушар оборудованийӗсемпе паллаштарчӗ,  усӑ курмалли меслетсене кӑтартрӗ.

Реклама

Ачасене шыв-шурсенче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен справкăсем те пачӗç. «Акчарлак» бассейнра шывра ишмелли меслетсемпе паллашрӗç ачасем, медицина сестри шывра путакансене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ  мӗнле памаллине ăнлантарчӗ.

Экскурси-мероприяти программи интереслӗ тата усӑллӑ даннăйсемпе пуян пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев