Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачаллă çемьесене пулăшу мерисем

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин коронавирус инфекцийӗ сарăлнă условисенче ачаллă çемьесене пулӑшу парас мерăсем пирки ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.

Ҫавна май редакци почтине те нумай ыйту килчӗ. Хаҫат вулакансен ыйтӑвӗсене Раҫҫей Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи клиент службин ертӳҫи Венера Садеева хуравлать.

 

– Пирӗн ҫемьере 16 ҫула çитмен виçӗ ача пур. 10 пин тенкӗ укçа çемьере  кашни ачана парăнать-и?

– Ҫапла, ҫемьере 3 ҫултан пуҫласа 16 ҫул таран пӗр ача пулсан –10 пин, икӗ ача пулсан 20 пин тенкӗ парăнать.

– «Амӑшӗн капиталне» ирӗкӗ пулман ҫемьесене ҫак укҫана параҫҫӗ-и?

– Паллах, пӗр тапхăр парăнакан пулӑшу «Амӑшӗн капиталӗ»нчен килмест.

–  Ачана июнь вӗҫӗнче 16 ҫул пулать, пире 10 пин тенкӗ параҫҫӗ-и?

– Ҫапла, закон тӑрӑх, пӗр вӑхӑтра тӳленекен право 2020 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен пулмалла. Ача июнӗн 30-мӗшӗнче 16 ҫул тултарнине пӑхмасӑрах, ҫемьене 10 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

– Ача 3 ҫул апрель-июнь уйӑхӗсенче тултарнă вăхăтра, ҫемье уйӑхсерен парăнакан  укҫана та, пӗр тапхăр параканнине те илме пултарать-и?

– Паллах, ачана апрельте 3 ҫул тулнă пулсан та,  ҫемье апрель уйăхӗшӗн 5 пин тенкӗ, июнӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн – 10 пин тенкӗ илет.

Ача 3 ҫул май уйăхӗнче тултарнă вăхăтра ҫемьене апрель тата май уйӑхӗсемшӗн 5шер пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ (икӗ уйӑхра 10 пин тенкӗ), июнӗн 1-мӗшӗнчен 10 пин тенкӗ укçа тӳленет.

Ача 3 ҫул июнь уйăхӗнче тултарсан, ҫемье апрель, май, июнь уйăхӗсемшӗн, 5шер пин тенкӗ (пурӗ 15 000 тенкӗ), июнӗн 1-мӗшӗнчен 10 пин тенкӗ укçа илӗ.

– Патшалӑх паракан çак хушма пулăшу çемьен кашни уйӑхра илекен тупăшӗпе çыхăнмасть-и?

– Ҫук. Ҫак тӳлев ҫемьен тупӑшӗнчен килмест. Ҫавӑн пекех ӗҫ вырӑнӗ, ӗҫ укҫи пур-и, çук-и, ытти тӗрлӗ пособисем, пенсисем, социаллӑ тӳлевсене тата социаллӑ пулӑшу тӗсӗсене шута илмеҫҫӗ.  16 ҫул тултарман ачисем пулнă кашни çемьене  укҫа-тенкӗ параççӗ.

–Пирӗн ҫемьере 3 ҫултан  пуçласа 16 ҫулчченхи икӗ ача пур, кашнин ячӗпе  уйрӑм заявлени ҫырмалла-и?

–  Ҫук, 3 ҫултан пуҫласа 16 ҫулчченхи икӗ е ытларах ача пулсан, укçа тӳлевне ыйтса пӗр заявлени кӑна ҫырӑнать.

– Эпир 10 пин тенкӗ тӳлеве ыйтса заявлени патӑмӑр. Мана тӳлев парăнать-и е çук, çакна ӑҫтан пӗлме пулать?

– Заявление Патшалăх услугисен порталӗ урлӑ ярса паракансем çавăнтанах курма пултараҫҫӗ. Заявление Пенси фончӗн клиенчӗсен службине çырнă пулсан, укçана законпа палăртнă сроксенче куҫараҫҫӗ. Йышӑннă решени пирки çавăн пекех  заявлени панӑ территориальлӗ органсене шăнкăравласа пӗлме пулать.

Заявление мӗнлетӗр сăлтавпа йышӑнман пулсан,  решени йышăннă хыççăн пӗр ӗç кунӗ хушшинче ҫакӑн пирки заявителе заказлӑ ҫыру ярса параҫҫӗ.

– Заявлени ҫырнӑ чухне мӗн ҫине тимлемелле?

– Укçа Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене кăна парăнать,  гражданин РФ гражданствине ҫухатнă пулсан, укҫа тӳленмест;

– ачасен опекунӗсем заявление Пенси фондне е нумай функциллӗ центра заявлени параҫҫӗ;

– заявленире заявленипе банк счетне кӑтартмалла. Укҫа урӑх ҫын счечӗ çине куçмасть. Заявленире урӑх ҫыннӑн банк реквизичӗсене кӑтартнӑ пулсан, ӑна тепӗр хут хӑйсен реквизичӗсене кӑтартса çырни кирлӗ.

Аяларах асăннă тӗслӗхсенче укҫа тӳленмест:

– ашшӗ-амӑшӗн прависене чикӗленӗ е ашшӗ-амӑшӗн прависенчен хăтарнă пулсан;

–пӗр хут тӳлеве илме ирӗкӗ пулнă ача вилсен;

– тулли е тӗрӗс мар информаци панӑ чухне.

– Ачан ашшӗ заявлени ҫырма пултарать-и?

– Ҫапла, ачан свидетельствинче ҫырса хунӑ ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри заявлени ҫырма пултарать. Енчен те заявление ашшӗ те, амӑшӗ те ҫырнӑ пулсан, чи малтан заявление кам панă укçана çавăн счечӗ çине куҫараҫҫӗ.

– Опекунсен пӗр тапхăр тӳлеве ыйтса заявлени пама право пур-и?

– Ҫапла, анчах вӗсен хӑйсем Пенси фондне е нумай функциллӗ центра кайса заявлени памалла.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев