АЧАЛЛĂ ÇЕМЬЕНЕ пулăшу
Демографи ыйтăвӗ – çӗршывра кулленхи проблема пулса юлать. Çуралакансен шутне ӳстерес, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвӗ парас енӗпе кашни çул хушма мерăсем йышăнаççӗ. 2020 çулта та хăш-пӗр улшăнусем вăя кӗчӗç.
– Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн 2007 çулхи январӗн 18-мӗшӗнчи 9 номерлӗ решенийӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗ-амăшӗн (законлă представительсен) ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн тӗп компенсацине илекен ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсацилеççӗ, енчен те вӗсен çемйисен вăтам тупăшӗсем 20000 тенкӗрен кая мар пулсан, – тет районти социаллă хӳтлӗх центрӗн пурлăх уйрăмӗн заведующийӗ Ольга Хисамова.
Специалист каланă тăрăх, 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен тупăшӗ пурăнмалли минимумран пӗчӗкрех пулнă виçӗ тата унран та нумайрах ачаллă çемьесене ашшӗ-амăшӗсен тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсаци виçи пурăнма кирлӗ чи пӗчӗк виçе 100 процент таран ӳсет.
Кун пек чухне нумай ачаллă ашшӗ-амăшӗсен, вӗсен вăтам тупăшӗсене ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн пӗр пайне хушма компенсаци илекен чи пӗчӗк виçи автоматлă майпа пысăкланӗ. Компенсаци тума çӗнӗ виçепе социаллă хӳтлӗх органӗсене заявлени памалла мар.
Компенсаци виçи
аяларахри формулăпа шутланать:
ДК=Ф х (100%-МДД) – К:
ДК – компенсаци виçи;
Ф – тивӗçлӗ çак çул валли Ӗç тăвакан комитет решенийӗпе çирӗплетнӗ ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн виçи фактра илӗнекен виçи;
МДД – граждансен ашшӗ-амăшӗн тӳлев тăкакӗсен чи пысăк пулнă пайӗ;
К – ашшӗ-амăшӗсен тӳлевӗн пӗр пайӗн тӗп компенсаци виçи.
Шкул çулне çитичченхи пӗлӳ памалли вӗренӳпе вӗрентӳ программине вăя кӗртекен çутӗç организацийӗсенче ачана пăхнăшăн тата воспитани панăшăн граждансен ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн тăкакӗсен максимальлӗ май пулнă пайӗ
Çемьен кашни çын пуçне тӳрӗ килнӗ тупăш виçи
|
Граждансен ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн тăкакӗсен май пулнă ытларах пайӗ (%) |
||
1 ачана |
2 ачана
|
3 ачана
|
|
Заявлени панă дата тӗлне Тутарстан Республикинче палăртнă пӗр çын пуçне пурăнмалли минимум калăпăшӗччен (18 çулчченхи виçӗ тата унран та нумайрах ачисем пулнă çемьесемшӗн) |
0
|
0
|
0
|
10000 тенкӗччен |
60 |
38 |
23 |
10001тен пуçласа 15000 тенкӗччен |
70 |
43 |
36 |
15001тен пуçласа 20000 тенкӗччен |
80 |
53 |
53 |
20000 тенкӗрен ытларах |
100 |
100
|
100
|
Ашшӗ-амăшӗн тӳлевӗн пайне хушма компенсацилеме кирлӗ документсем:
– заявлени параканăн тата унăн çемйин членӗсен тупăшӗсене çирӗплетекен документсем компенсаци парасси çинчен çырнă заявлени париччен юлашки ултă уйăх маларах;
– ача (ачасем) çурални çинчен çирӗплетекен свидетельствăн копийӗ – Тутарстан Республики тулашӗнче ытти вырăнсенче регистрацийӗ иртнӗ вăхăтра;
– Раççей Федерацийӗн ытти субъекчӗсен территорийӗнче вырнаçнă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацирен, професси пӗлӗвӗ паракан организацирен вунулттăран пуçласа вунсакăр çулчченхи ачана (ачасене) вӗрентнине çирӗплетекен справка;
– мăшăрланни çинчен свидетельствăн копийӗ (мăшăрланнине çирӗплетекен Тутарстан Республикин тулашӗнче патшалăх регистрацийӗ тунă вăхăтра);
– Раççей Федерацийӗн гражданла законӗсемпе килӗшӳллӗн çырса хатӗрленӗ шанăçлă лицосемшӗн доверенность.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев