Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Ача – тӗп пассажир

Хăрушсăрлăх никӗсӗсем: ГИБДД

Çуллахи каникул вăхăтӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллеврен кăçалхи çулăн июлӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа августăн  30-мӗшӗччен Тутарстан Республикинче «Ача – тӗп пассажир» оперативпа профилактика мероприятийӗ пӗлтернӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, мероприяти вӑхӑтӗнче çулсем çинче ачасен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн тимлӗхне тата та ӳстернӗ. Шел пулин те, çул-йӗр-транспорт аварийӗсем ывӑлăмăрсен те, хӗрӗмӗрсен те сывлăхне сиен кӳреççӗ.

– Пирӗн районта ачасем хутшăннипе çул-йӗр-транспорт инкекӗсем регистрациленмен. Апла пулин те  амӑшӗсен, аслисен ачисем ҫине тимлӗх ан чактăрччӗ. Ҫу уйăхӗсем ачасен каникул вăхăчӗ пулсан, ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ ҫак тапхӑрта канма кайма пуҫтарӑнаҫҫӗ, автотранспортпа инҫе çула тухакансем те сахал мар. Пӗтӗмӗшле илсен, ăçта кăна кайсан та ачӑра машина ҫине лартнӑ чухне кирлӗ мӗнпур правилӑсене те пурнăçлăр!, – тет автоинспекторсен пуçлăхӗ.

Республикӑри даннӑйсем çине куç хывсан  цифрӑсем пӗрре те савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫалхи иртнӗ ултӑ уйӑхра Тутарстанри ҫулсем çинче регистрациленӗ 163 çул-йӗр-транспорт аварийӗнче 4 ачан пурнăçӗ татăлнă, 178  ача суранланнă. Ача-пассажир хутшăннинче 84 çул-йӗр-транспорт  инкекӗсен 70 процентӗнче автомобиль çӳретекенсем айăплă.

Çакна та аса илтерер, профилактика мероприятийӗ пынă вăхăтра полици ӗçченӗсем тимлӗхӗнчен ҫул-йӗр правилисене пӑсакан ачасем те аяккинче юлмаҫҫӗ. Правăна пӑсакан ача çинчен информацие малалла профилактика ӗҫӗсем илсе пырассишӗн вăл ҫӳрекен вӗренӳ организацине ярӗҫ. ГИБДД Çӗпрел районӗнчи уйрӑмӗ ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакансене пурне те тимлӗ пулма сӗнет тата ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине аса илтерет. Ҫак правилӑсене пӑснӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн «Административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен»хи Кодексӗн 12.23 статйинчи 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ пин тенкӗ калăпăшра штраф тӳлеме палӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев