Реклама
Хыпарсем
Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун мероприятисемпе тулли пулчӗ
Ӗнер. Паян. Ыран
Ачасене хӳтӗлемелли кун район- та «Ачасен уявӗ» ятлă кăмăллă программа йӗркеленӗччӗ. Мероприяти «Чүпрәле» паркра иртрӗ.
Кашни ҫулах июнӗн 1-мӗшӗнче Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв «Созвездие – Йолдызлык» тата «Эпир пӗрле!» фестивальсенче сцена çине тухса хăйсен пултарулăхӗсене кăтартнă ачасемпе пуçланса кайрӗ. Унсӑр пуҫне паркра мастер-классем, вӑйӑ программисем, ГТО площадки тата ытти нумай кăмăллă мероприяти йӗркеленчӗ.
Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата унӑн социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов саламларӗҫ.
– Ачасем – пирӗн пурнӑҫăн пӗлтерӗшӗ, илемӗ. Çемьесем çирӗп пулччăр, ача-пӑча сассисемпе савӑнӑҫлӑ кӗрлесе тăччăр, – тесе лайăх çу кунӗсем тата илемлӗ кану сунчӗç ертӳçӗсем.
Рустам Мухаметзяновпа Айрат Залялов «Шкулта вӗренекенӗн культура дневникӗ» республикăри культурӑпа çутӗç проекчӗн муниципаллă тапхăрӗн ҫӗнтерӳҫисене, ҫавӑн пекех, ачасен театрӗн коллективӗсен хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗсемпе хутшӑнакансене чысларӗҫ.
Сцена ҫине ҫамрӑк талантсемсӗр пуҫне Çӗнӗ Упи тӗп шкулăн ҫамрӑк инспекторсен юхӑмӗн отрячӗ тухрӗ, вӗсем те республикӑри «Хӑрушсӑр кустӑрма» конкурсӑн тапхӑрне хутшӑннă. Вӗсене Хусанти ТУ профилактика уйрăмӗн Пӑвари ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова саламларӗ, çу кунӗсене хăрушсăр ирттерме сунчӗ.
Уявра çутӗç учрежденийӗсем хатӗрленӗ ачасен тата педагогсен ал ӗçӗсен выставкисемпе паллашма май пулчӗ. Тӗп библиотека, музей тата ачасен творчество çурчӗсен коллективӗсем те интереслӗ даннăйсем пӗлтерчӗҫ.
Ачасем ҫав кун асфальт ҫине пурӑпа киленсех ӳкерчӗксем турӗҫ, батут ҫинче сикрӗç, пылак ҫимӗҫпе сăйланчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев